Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕнче

22 февраля 2014 г.

 Республикăра информаци кунне йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ темелле. Вĕсенче министерствăсемпе ведомствăсен яваплă çыннисем вырăнти муниципалитетсенче пулса çивĕч ыйтусене çĕклеççĕ, тĕрлĕрен ĕç коллективĕсенче сỹтсе яваççĕ, граждансене хăйсен пăшăрханăвĕсемпе йышăнаççĕ. Нарăсăн 19-мĕшĕнче пирĕн районта Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Унпа пĕрлех кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явма Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И. Исаев, ветеринари тата фитосанитари надзор управленийĕн ертỹçин çумĕ А. Палькин хутшăнчĕç.

Информаци ушкăнĕ малтанах Сăкăтри вăтам шкулти "çавра сĕтел" тавра пуçтарăнчĕ. Педагогсемпе вырăнти самоуправлени органĕн депутачĕсем, ял администрацийĕн представителĕсем, уйрăм хастарсем информаци кунĕнче хускатнă ыйтусене пысăк пуçарулăхпа сỹтсе яврĕç. Тĕл пулăва Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи П. Никифоров хутшăнни те пысăк витĕм кỹчĕ.

Информаци кунĕн темисем анлă: Раççей Федерацинче Культура çулталăкне ирттересси çинчен, Чăваш Республикин 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен; Республика Пуçлăхĕ 2014 çулта Патшалăх Канашне янă Çырăва комплекслă пурнăçа кĕртесси; Республикăра чрезвычайлă лару-тăруран, пушар хăрушлăхĕнчен асăрханмалли мерăсем; Раççей Федерацийĕн пенси системинчи çĕнĕлĕхсем, вырăнти самоуправлени органĕсен çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерсе ямалли тĕллевĕсем. Калаçăва чăн малтан район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов пуçларĕ. Николай Иванович районăн иртнĕ çулхи аталанăвне тишкерчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕ малашне те республикăра кăтартуллисен шутĕнче пултăр тесен вырăнсенче мĕн пур майсемпе усă курмаллине, хамăр вăйпа ытларах тăрăшмаллине каларĕ, ку чухнехи йывăрлăхсене пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕнĕ витесемпе пахча-çимĕç хатĕрлемелли управсем тума пултарнине те палăртса хăварчĕ. Ку тĕлĕшпе "Батыревский" хуçалăхра, "Красное знамя" кооперативра, Ишекре ĕне-выльăх усрамалли пысăк витесем тунине ырламалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял халăхĕ çĕрпе тухăçлă усă курнине те палăртса хăварчĕ. Мĕн пур пах-чаçимĕçсен 70 проценчĕ фермер хуçалăхĕсемпе килти хушма хуçалăхсенчен кĕрекен тупăш. Информаци кунне пуçтарăннисен умĕнче Э. Александров, И. Исаев, А. Палькин та тухса калаçрĕç.

Çак кунхинех информаци ушкăнĕ Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, "Труд" хуçалăхра çуракине мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика