15 февраля 2014 г.
КУЛЬТУРА çулталăкĕ Сăкăтсемшĕн уйрăм паллăпа та çырăнса юлĕ. Кăçал самай пысăк ялта хор йĕркелесе яни 80 çул çитет. Унтанпа вăл палăрмаллах тĕрекленнĕ, пуянланнă. Сахал мар вăхăт хушшинче ялпа район çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе чылай тĕлĕнтернĕ. Сцена ăстисен пысăк пайĕ _ педагогсем. Çавăнпа та ят панă çулталăка халалланă пысăк концерта та вĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "халăх" ята çĕнсе илнĕ коллективсем хушшинче Сăкăт хорĕ çеç мар, çак ялтах йĕркеленнĕ пукане театрĕ те пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)