Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнçă вçл тинỹс, пỹр танлçн ишсен"

08 февраля 2014 г.

 Çапла калаççĕ халăхра. Чăнахах та ĕнтĕ, арăмĕпе упăшки пĕр-пĕринпе пĕр сăмахра, пĕр шухăшпа пурăнсан çемье тĕреклĕ. Пурăнан пурнăçра тем те пулать. Уяр çанталăкрах асар-писер тăвăл тухма та пултарать. Чипер пурăннă çĕртрех синкер хуйхă сиксе тухать. Хăшĕсем вара çакна чăтаймасăр каялла чакма тытăнаççĕ. Пĕри эрех-сăра ăшне путать, тепри тĕрмене лекет, виççĕмĕшĕсем уйрăлсах каяççĕ. Ним пытармалли те çук _ пурнăç ку. Ман шутпа кăмăл-сипетрен вăйлă çынсем кăна пурнăçăн тỹрĕ çулĕ çинчен пăрăнмаççĕ, малаллах талпăнаççĕ.

Çакăн пек çемьесен йышне Сăкăтра пурăнакан Нина Николаевнапа Николай Петрович Ларионовсем те кĕреççĕ. Çитес кунсенче вĕсем пĕрлешсе пĕр çемье çавăрни 50 çул çитет. "Çемьере тирĕк-кашăк шакăртатни те пулать, çапах та эпир пĕр-пĕрне яланах каçарма тăрăшатпăр. Ку ĕнтĕ пĕр-пĕрне хисеплесен, юратсан, сума сусан анчах пулать. Çавăнпа та пĕрле çак çула çитрĕмĕр те пуль ĕнтĕ", _ тет Нина Николаевна.

Мĕн пур вăрçă ачисенни пекех çамрăклăх вăйă выляса мар, колхоз уй-хирĕнчех иртнĕ.

"Мĕн ачаранах ака-суха тăвасси, утă-улăм пуçтарса тирпейлесси, пахчари çĕр улмине çитĕнтерсе кăларса пуçтарасси пирĕн çинче пулнă. Тата хальхи пек "кăвак çулăм" ырлăхĕ пирки те тĕлленмен. Кăкăр таран вăрманта юр ашса вутă-шанкă хатĕрленĕ. Ăна çунапа туртса килсе, татса çурса пỹрт ăшăтмалла пулнă. Выльăх усранă пулсан та аш-какай тăраниччен çисе курман _ налук тỹлесе тăнă. Ялсоветĕнчен налук пухма тытăнсанах аннепе тĕп сакайне пытанса йĕрсе лараттăмăрччĕ. 9 класс пĕтернĕ хыççăн манăн малалла вĕренес кăмăл питĕ пысăкчĕ. Анне пĕччен пулнипе тата укçа-тенкĕ çитменнипе вĕренме каяймарăм. Ялти пăру фермине ĕçлеме кĕтĕм. Пурăна киле, Патăрьелĕнчи дезинфектор курсне пĕтерсе санэпидемстанцине вырнаçрăм. Кунта 20 çул ытла ĕçлесе пенсине кайрăм. Йывăр пулнă: ачасене те пăхмалла, çурт-йĕрне те тумалла. Мухтав Тура, пире пăрахманшăн. Хамăр та пус çумне пус хушма тăрăшнă, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен" _ тет Нина аппа.

Халĕ те вăл пĕртте пушă ларма юратмасть, кооператив сухан - севок, кишĕр, çĕрулми, пуçтарнă çĕре хастар хутшăнать. Çав вăхăтрах ялти чиркỹре юрлакансене псаломщица пулса ертсе пырать. Унсăр пĕр уяв та, пĕр кĕлĕ та иртмест. Каçсерен тĕрлĕ япала çыхать, питĕ хитре тĕрлет. Килĕнче яланах тирпейлĕх вĕсен. "Атте "Труд армине" тухса кайсан, пỹрт начаррипе анне пире виçĕ ачине ялти аттен аппăшĕсем патне пурăнма илсе кайрĕ.

Атте килсен, пỹрте тирпейлесен анчах каялла таврăнтăмăр. Пурнăç питĕ йывăрччĕ, çапах та эпĕ Саратов хулинчи кинематографи училищинче вĕренме хал çитертĕм. Уншăн аттепе аннене питĕ тав тăватăп" - тет Николай Петрович та.

Шкултан вĕренсе тухсанах вăл Тула хулинче 3 çул та 3 уйăх çарта пулнă. Десантник 57 хут парашютпа сикнĕ. Таврăнсанах ялти клуба киномеханика вырнаçнă. 40 çула яхăн çак ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. 6 хутчен районта "Лучший киномеханик" ята илнĕ, "Почетный кинематографист России" чыса тивĕçнĕ.

"Ун чухне, хальхи пек, машинасем чупман, кинолентăсем тултарнă икĕ йывăр тимĕр ящĕке йăтса чылай çуран çỹренĕ. Патăрьелĕнчи киносетьрен час тухайман чухне сеанса ĕлкĕрес тесе 8 км чарăнми чупни те пулнă. Пĕр кинонах Тутар Сăкăтĕнче тата Кзыл Камыш ялĕсенче те кăтартмалла пулнă. Унта та ĕлкĕрнĕ. Кунĕпе çак ещĕксене сĕтĕрнĕ, каçпа çĕрĕпе кино кăтартнă, ирхине каялла Патăрьелне леçнĕ. Çакă пулăшрĕ те пуль ĕнтĕ мана çăмăл атлетикăпа туслашма",- аса илет Николай Петрович. Николай Петрович 75 тултарать пулсан те, халĕ те спортпа туслă. Районти тата республикăри ăмăртусенче те ăна курма пулать. Чупса кăна мар, шашка-шахмат турнирĕсене те питĕ хастар хутшăнса нумай хутчен район тата республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ.

Ларионовсем _ питĕ ĕçчен çынсем. Халĕ те картиш тулли выльăх усраççĕ, ачисене пулăшма тăрăшаççĕ. Пилĕк ача (икĕ хĕр те виçĕ ывăл) çуратса çитĕнтернĕ вĕсем. Пурте çемьеллĕ. Халĕ вĕсен 11 мăнук. Аслă ывăлĕ - Юрка ялтах тĕпленнĕ. Вăл та ашшĕ пекех спортпа туслă, Спорт мастерĕн кандидачĕ. Çăмăл атлетикăпа районти, республикăри тата Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусен çĕнтерỹçи. Тоня хĕрĕ - медсестра пулнă май, республикăри ача-пăча больницинче вăй хурать. Стасик - строитель, кĕперсем тунă çĕрте ĕçлет. Оля вара Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче тĕпленнĕ. Ларионовсен кĕçĕн ывăлĕ Валера та строитель, Шупашкарта çемйипе пурăнать. Аллă çул хушшинче виçĕ хут çуртне çĕнетнĕ. "Халĕ пурăнма ырлăх. Çывăрса тăнă çĕре пỹрт ăшă, сивĕ шывĕпе ăшши те юхать, савăнса пурăнмалла кăна ĕнтĕ. Шел те хамăр ватăлса пыратпăр" _ тет Нина аппа ассăн сывласа. Хальхи пурнăçпа тан утса пыраççĕ вĕсем. "Чăваш хĕрарăмĕ", "Хыпар", "Авангард" хаçатсем çырăнса илеççĕ, тĕрлĕ кроссворд шутлаççĕ. Уявсемпе канмалли кунсенче ачисем çемйисемпе килсен кил- çурчĕ татах та илемленет вĕсен, кĕрлесе анчах тăрать. Ăсатнă чухне ачисене яланах пехиллесе кăларса яраççĕ. Чăнах та ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн, ачисем вара çакăн пек атте-аннешĕн мухтанмалăх та, савăнмалăх та пурах. Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика