08 февраля 2014 г.
Сăкăт ялĕнче "Йĕлтĕр йĕрĕ-2014" спорт уявне хаваслă ирттерчĕç. Çанталăк сиввине пăхмасăрах пĕчĕккисем те (ашшĕ-амăшĕпе пĕрле паллах!), пысăккисем те йĕлтĕр сырса стадиона васкарĕç.
Хĕл сивĕсĕр епле пултăр! Уяв тата хаваслăхсăр епле ирттĕр! Сăкăт шкулĕн ачисем, вĕрентекенĕсем, "Çăлкуç" ача сачĕн воспитателĕсем, Сăкăт ял администрацийĕн ĕçченĕсем, культура çуртĕнче вăй хуракансем кăнтăрла тĕ-лĕнче пĕр кăмăллă пулса старта тăчĕç.
Йĕлтĕрçĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Толстов, шкул директорĕ А. Падусев саламларĕç. "Йĕлтĕр йĕрĕ-2014" ăмăртăва хутшăнакансем тав хучĕсене тивĕçрĕç, ачасем ял пуçлăхĕ хатĕрленĕ пылак кучченеçпе _ тортпа сăйланчĕç. Сăкăтри "Çăлкуç" ача сачĕн коллективĕ те ăмăртура активлă пулчĕ. Йĕлме йĕл-тĕр уявне сăкăтсем Сочире иртекен Хĕллехи XXII олимпиадăна халалларĕç. Пирĕн ăмăрту тĕнче пĕлтерĕшлĕ пысăк уявăн пĕр пĕчĕк пайăрки пулса спортсменсене çĕр-шыв чапне çĕклеме вăй патăр, рекордла çитĕнỹсем тума хавхалантартăр.
Н. ТИНЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)