11 января 2014 г.
Сăкăт спорт залĕ канмалли кунсенче те шавлă тăчĕ. Пĕринче кунта Н. Елкин кубокне çĕнсе илессишĕн волейболистсен пилĕк команди тупăшрĕ. Çакнашкал ăмăрту иртнĕ çул та пулнăччĕ. Ун чухне 4 команда вăй виçнĕччĕ. Кăçалхине Шăмăршă район волейболисчĕсем те хутшăнма кăмăл турĕç.
Турнира уçма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, районти тĕп больница тухтăрĕ И. Хитров (вăлах тĕп судья), Шăмăршă лесничествин директорĕ В. Глухов, шкул ертỹçи А. Падусев, "Паттăр" ФСК инструкторĕ Г. Елкин, А. Анюров, В. Бородкин, В. Козлов, Н. Тинюков спорт ветеранĕсем, Ю. Елкин предприниматель (Николай Александровичăн шăллĕ) хутшăнчĕç, тухтăр пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне ырăпа аса илсе сăмах каларĕç.
Ăмăрту çỹллĕ шайра иртрĕ. Сăкăт, Патăрьел, Туçа, Карапай Шăмăршă, Нăрваш Шăхаль спортсменĕсем кашни очкошăн çине тăрса кĕрешрĕç. Вăйăра шкул ачисем те пултаруллă пулни курăнчĕ. Сăкăт командинче Н. Елкинăн ывăлĕ (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 11 класра вĕренет) Саша пултарулăхпа палăрчĕ. Федя Анюров волейболра чăн-чăн маçтăр иккенне "чирлекенсем" тепĕр хут курса ĕненчĕç. Сăкăт шкулĕнче вĕренекен ытти активистсем залри халăха хăйсен флешмобĕпе савăнтарчĕç.
Хĕрỹ кĕрешỹре куçса çỹрекен кубока Патăрьел команди çĕнсе илчĕ. Сăкăтсем кăçал та иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Туçа команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
Матуррисем хушшинче матуртараххисене Ю. Ел-кин çемйи тата Николай Александровичăн мăшăрĕ парнесемпе, мухтав хучĕсемпе чысларĕç. Ентешĕмĕрĕн пултарулăхне, сăпай та ырă кăмăлне, тараватлăхне хисепе хураççĕ, манмаççĕ, унăн ырă сăнарне асра ты-таççĕ. Çакна турнир та тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Н. ТИНЮКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)