Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАН _ КАС ХỹТЛĕХĕ

30 ноября 2013 г.

 "Хаçатсенче те, радиопа телевиденинче те пĕрре çеç мар эпĕ арçыннăн çурт лартмалла, ача-пăча ỹстермелле, йывăç ĕрчетмелле тенине вуланă, илтнĕ. Çак тивĕçсене пурнăçланишĕн савăнатăп та",_ терĕ пĕринче Сăкăтра пурăнакан И. Глухов. Саккăрмĕш теçеткери ватă вăхăтĕнче "Красное знамя" ял хуçалăх кооперативĕн тĕп агрономĕнче нумай вăхăт ĕçленĕ. Уй-хире урлă та, тăрăх та çуран çĕршер хутланăскерĕн çапла калама сăлтавĕ те пур. Иван Александрович çанă тавăрса ĕçленĕ çулсенче йывăç лартассине мала хуратчĕç. Пирĕн районта иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле ку енĕпе республика семинарĕсем те тăтăш иртетчĕç. Тăрăшни сая кайман. Паян ỹркенмен ватă хăйсен кассине лартнă йывăçсем мунча пĕрени пысăкăш ỹсейнишĕн хĕпĕртемелĕх пурах. Хуçалăхăн пахчи хĕррине вырнаçнăран пĕлĕтелле кармашакан хыр, пилеш, çăка йывăççисем ытти культурăсене çитĕнтерме пĕрре те сиен кỹмеççĕ.

Мария Никифоровнапа Иван Александровичăн ỹркенменлĕхĕ пысăк. Кăçал кĕркунне вăраха кайни савăнтарнă та вĕсене. Ватăсем касри ытти çынсемпе кỹлĕ хĕррине 36 тĕп йăмра лартса хăварнă. Хунавсене çерем çине тухакан качакасемсиенлесрен пилорамăра çуртарнă йывăç хĕррисемпе усă курса тытса тухнă.

Ырă ĕçе ăрăва малалла тăсакансем те ырланă. Касра çакнашкал йывăç ĕрчетни ĕмĕртен ĕмĕре асăнмалăх юлать-çке.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика