Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апатсăр пурăнмасть

02 ноября 2013 г.

 Кĕркуннен юлашки уйăхне кĕтĕмĕр. Хĕл ларасси те инçех юлмарĕ. Юрăн пĕрремĕш палли октябрьтех пулнине шута хурсан, часах тавралăх шурă пирпе витĕнмелле. Çанталăка пĕлме çук-ха та, анчах Хĕл Мучине кĕтсе илме хатĕрленмеллех.

 

Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ăратлă ĕне-выльăх ĕрчетекен фермăра вăй хуракансем çуллах хăйсен вăйĕпе юсав ĕçĕсене ирттереççĕ. Халĕ те стенасене, пĕчĕк пăрусем тăракан клеткăсене шуратса дезинфекциленĕ, виçĕ витере çĕрĕшнĕ шыв пăрăхĕсене улăштарнă, транспортерсене кăлтăксăр ĕçлемелле тунă. Çавăн пекех хуçалăхра иккĕмĕш çул чỹречесене кĕленче вырăнне поликарбонатпа хупаççĕ. Кун пек чухне хашак туса та нушаланмалла мар. Тата хакĕ йỹнĕрех, ăшша кăлармасть, сивве кĕртмест, хĕвел çути çителĕклех сапаланать. Пĕрлех юрăхсăра тухнă урай хăмисене улăштарнă. Пăрулаттармалли тата сăвакан ĕнесем тăракан уйрăмрине вара 5 çул каяллах кирпĕчпе сарнă. Малашне ытти витесенче те çаплах тума палăртнă. Паян та ĕçлекенсем пушă тăмаççĕ: ăçта мĕнле кăлтăк пур, тỹрех сиреççĕ.

Хуçалăхра выльăх йышĕ пĕчĕк мар. Хальхи вăхăтра кунта 642 ĕне-выльăх, унтан сăвăнаканни _ 242. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан йыш 123 пуç хутшăннă. Паян пĕр ĕнерен 13 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. Продукци илес тесен апачĕ те çителĕклех кирлĕ: пысăк "çара" хĕл каçарма 270 тонна утă, 1442 тонна сенаж, 1888 тонна силос, 39 тонна улăм, 600 тонна фураж хатĕрленĕ. Апат рационне пуянлатас тесе ферма çывăхĕнчи траншейăна 150 тоннăран кая мар жом тата 40 тонна ытла жмых янтăлама палăртнă. Халь çитермешкĕн Чăнлăран виçĕ кунта пĕрре чĕкĕнтĕр нимĕрне турттарса килеççĕ.

_ Паян пĕр ĕне пуçне 20 килограмм сенаж, 5-шер килограмм утă тата çăнăх, 20 килограмм жом тивет. Пăрусене вăй илсе кайма витаминсем те паратпăр, _ тет чылай çул зоотехникра вăй хуракан Ю. Чернов.

Чылай хуçалăхра фермăра тăрăшакансене тупма çуккипе нушаланаççĕ пулсан, Сăкăтсен ку ыйту çук. Унччен 50 çынран кая мар ĕçленĕ, халь 25-ĕн сукмак такăрлатаççĕ. Вĕсенчен 8-шĕ доярка. Вăй хуракансем хушшинче çамрăксем ытларах. Çакă ĕçе механизациленипе те çыхăннă. Кунта улттăмĕш çул сĕт пăрăхсем тăрăх тỹрех сивĕтмĕше каять. Утта та ĕлĕкхи пек алăпа тиемелле мар: ятарлă погрузчик пур.

"Красное знамя" кооператив халăхран та шурă шĕвеке пухассине йĕркеленĕ. А. Анюров кашни ир пуçтарма тухать. Сĕте хуçалăх Вăрнара сутать.

Сăкăтсем мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Хуçалăх кассине сĕтрен тупăш хĕлĕн-çăвĕн кĕнине шута илсе сăвакан ĕнесен шутне 300-е çитерме тата халь пушă тăракан витере сăвакан зал тума палăртаççĕ.

О. ПАВЛОВА                                

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика