Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИСЛĕК ТĂКСАН ТИКĕС ШĂТАТЬ, ШЫВ ТА САПСАН ТУХĂçЛĂ ПУЛАТЬ

19 октября 2013 г.

 Вĕçĕ

 

Çурма çулта чарăну çук

 

Хăтлă хваттер институтран инçе мар, шалу тивĕçтерет. Ĕçтешсем хушшинче ят-сум та пур. Ĕнтĕ çитет хĕрарăма тесе пăнчă лартĕччĕ тепри. Мария Михайловна ун пекки мар_наука лавне малалла сĕтĕрет...

Кулундина çеçен хирĕ Алтай крайĕн пысăк пайне йышăнать. Унăн лаптăкĕ 100 пин тăваткал километр е Патăрьел районĕнчен 100 хут ытла нумай. Хăйĕн наука статйисенче ăсчах тăтăшах çакăнта вырнаçнă совхозсен çĕрĕсене сапса пĕрĕхтерсе тăма кирли çинчен ыйту çĕклет. Ĕçĕ, паллах, тăкаксăр мар. Анчах тухăç ăна кĕске вăхăтрах саплаштарма пултарĕ. Хальхинче вăл тата малалла каять. Артезиан çăлĕсем кăна сахал. Кỹлĕсен шывĕсемпе те татăлаймастăн _ вырăнĕ-вырăнĕпе вĕсем шар тăварлă. Кулундан вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан çеçен хирĕнче аслăран та аслă шăваракан канал кирлĕ_акă мĕн тумалла партипе правительствăн апат-çимĕç проблемине татасшăнах тесен. Çакă пин-пин гектар çĕре сапса тăма тата улăх-çарана нỹрлĕлентерме май парĕ.

Мускавра та, Алтай ертỹлĕхĕнче те илтнĕ ученăйсен хистевне-вĕрентĕвне.1973 çулта Çĕпĕрти Обьрен шыв илсе юхтармалли (проектпа 400 километра тăсăлакан) магистраллĕ канал тума пикеннĕ. Вунă çула пынă мăн стройка. Çак тапхăрта Мария Михайловна çывăх Баево районĕсĕр пуçне тата тăватă тăрăха таса шĕвек илсе çитернĕ. Чăн та, çак çĕнтерĕве пĕтĕмпех пирĕн ентешĕн тивлечĕ тесе калаймăн. Анчах тумлам чула шăтарать тенине те манар мар. Пурах унăн тỹпи те. Пурĕ вара 1966_1985 çулсенче пирĕн çĕр-шывра сапса тăракан тата типĕтнĕ çĕрсен лаптăкĕ икĕ хут пысăкланни паллă.

1973 çулта Мария Михайловнана Алтай патшалăх университетне (АлтГУ) ĕçе чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл зоологипе ботаника кафедрине уçас пирки нумай тăрăшать. "Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Горбунова (Яблокова) Мария Михайловна культурăллă ỹсен-тăрансене сапса тăракан хуçалăх расчечĕллĕ лабараторине йĕркелекен тата ăна ертсе пыраканĕ пулнă. Пĕрлех биологине вĕрентмелли методика предмечĕпе лекцисем вуланă, уй-хирпе педагогика практикисене ертсе пынă. Çеçен хирлĕ районсенчи чылай хуçалăхсемпе тачă çыхăнусем йĕркелесе ĕçленĕ. Вăл ял хуçалăх культурисене сапса тăрас ыйтусемпе питĕ пысăк квалификациллĕ специалист шутланать"_ çырнă çав çулсенчи университет историйĕнче.

Мария Михайловна вунă çул ытла Ленинградри Çỹрçĕр гидротехникăпа мелиораци наука тĕпчев институчĕпе те тачă çыхăну тытать, нумай енлĕ сăнавсем хатĕрлесе парать.

Ĕç мухтава кăларать тенĕ. Хăй аллă тултарнă тĕле Мария Михайловна асăннă темăна сарса диссертаци çырать, Волгоградра хỹтĕлесе наукăсен докторĕ пулса таврăнать. Вырăнти биологи кафедринче ăна профессор пулма çирĕплетеççĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен вăл пилĕк наука кандидачĕ хатĕрлет. Диплом ĕçне ертсе пынă яш-кĕрĕмĕн шучĕ çур пинтен те иртет. Çапах та влаç тытакансем ăна пуçран пит ачашламан. Мария Михайловна "За освоение целинных земель" медале çеç тивĕçнĕ.

Пĕлме. Вăхăтĕнче патшалăхăн миллионшар укçи-тенкипе тунă Кулундина каналĕ хальхи вăхăтра шурлăхланса-путлăхланса пырать, технологине çирĕп пăхăнса пурнăçламанран тăпрари шыв шайĕ çỹлелле хăпарать, çавна май хăш-пĕр ялсене шыв илет. Край ертỹçисем ăна тĕпрен реконструкцилеме шухăшлаççĕ_ тендер ирттерме палăртнă.

Мелиораци ыйтăвĕ паян та çивĕч

2010 çулхи шăрăх çанталăк пурне те ял хуçалăхĕнче мелиораци пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса пачĕ. Çавăнпах Раççей Ял хуçалăх министерстви 2014_2020 çулсенче Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене мелиорацилемелли федераци программине туса хатĕрлет. Паллă ĕнтĕ, ку вăл чăн малтанах çĕр-шывра путлăхлă çĕре типĕтес, пĕрлех нỹрĕк сахал лаптăксенчи ỹсен-тăрана шăварас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленипе çыхăннă. Чăн та, виçĕ çул каялла Чăваш Ен Пуçлăхĕ аграрисене пулăшас тĕллевпе ятарласа Указ кăларнăччĕ. Унпа килĕшỹллĕн ỹсен-тăрана шăвармалли техника хатĕрĕ туяннă чухне пулакан тăкакăн 30 процентне Республика хыснинчен укçа уйăрса саплаштарнă. Хуçалăхсем çав çулхине 100 ытла агрегат туяннă. Хамăр районта та сахăр чĕкĕнтĕрне, сухан вăрлăхне шыв сапса çитĕнтерекен хастарсем тупăнчĕç. Кăçал Чăваш Республики Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнса мелиорацине аталантарма çĕр-шыв бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ илнĕ. Кунсăр пуçне ЧР Правительстви ял хуçалăх культурисене шăвармалли агрегатсем туянса пулакан тăкакăн пĕр пайне саплаштармалли йĕркене те пысăк улшăну кĕртнĕ _ халĕ 60 процентне каялла тавăрса параççĕ. Мелиораци ĕçĕ-хĕлне республикăра йĕркелесе пыма "Чăвашмелиоводхоз" управлени те пур ĕнтĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха Мускавран Раççей Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Павел Семенов килсе ятарласа мелиорацине малалла аталантарас ыйтупа анлă канашлу ирттерчĕ. Лакса ларнă лав ỹлĕмрен вырăнтан хускаласса, малалла ỹсĕмлĕн каяссине кĕтме пысăк шанчăк пур. Тем пекехчĕ! ...

Шыв сапсан тухăçлă пулнине пирĕн ентеш Мария Михайловна вара паян кăна мар, çур ĕмĕр каяллах çине тăрса ăнлантарнă.

Николай ЛАРИОНОВ, РФ журналисчĕсен союзĕн членĕ.                                  

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика