12 октября 2013 г.
Çапла çирĕплетнĕ вăтăр çул ытла Мария Михайловна Горбунова
Малалли.
Тĕллев пурнăçланать
Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чухне Маня çулталăкри ачине йăтса Барнаултан 230 çухрăмра вырнаçнă Баево районне, райцентр таврашĕнчи "Баевский" совхоза практикăна каять. Унтан директор тархасласах ыйтнипе кунтах пĕр уйрăмăн агрономĕ пулма килĕшет. Апла пулин те программăпа палăртнă ултă çул хушшинче, тĕрĕсрех каласан, 1961 çулта вăл алла ученăй агроном дипломне тытать. Мĕншĕн çакна та тепĕр паттăрлăх тесе калас мар?
Пĕлме. Çитес çул çерем çĕрсене уçма пикеннĕренпе 60 çул çитет. Пĕр Казахстана кăна Украинăпа Раççей тăрăхĕсенчен 6 миллион каччăпа хĕр куçса кайнă. Пĕрремĕш çулах планпа пăхнă 13 млн гектар вырăнне 33 млн çĕре сухаласа пăрахнă. Икĕ çулта кăна 425 тĕш-тырă совхозĕ туса хунă. Аграри гиганчĕсен шучĕ малалла та ỹснĕ.
Тĕллев пархатарлă пулсан та вăл çĕр-шывра апат-çимĕç проблемине татса парас тĕлĕшпе пуçарнă черетлĕ кампани (кампанейщина) çеç пулса тухнă. Аслă çĕрсене ĕçе кĕртессине малтан пĕр хатĕрленмесĕр пуçланă: çулсем, тырă упрамалли вырăнсем, квалификациллĕ кадрсем çук. Пурăнмалли çурт-йĕр, техникăна пăхса тăмалли тата юсамалли базăсем пирки те шутламан. Çĕр-шывра туса кăларакан мĕн пур тракторсемпе комбайнсене целинана ăсатнăран ĕмĕрĕпе тухăçлă тырă çитĕнтерекен регионсем йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ. 1954_1961 çулсенче целина ял хуçалăхне аталантарма уйăракан укçа-тенкĕн 20 процентне çăтса янă. Çутçанталăк условийĕсене шута илменни те нумай ура хунă.
Тĕрлĕ регионта талккăшпе анлăш ăнлавсем тĕрлĕрен. Пирĕн енче, тĕслĕхрен, ялпа ял хушши çичĕ-сакăр километр пулсан та инçе пек. Мария Михайловна пырса лекнĕ Баево районĕн лаптăкĕнче ирĕклĕнех пирĕн Патăрьел, кỹршĕллĕ Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕсем вырнаçаççĕ. (Алтай крайĕ вара Чăваш Республикинчен 9,2 хут(!) пысăк). Совхоз уйрăмĕн (отделенийĕн) çĕрĕ хăй кăна 10 пин те 700 гектар. Ку тăван ялти "Красное знамя" колхозăн мĕн пур çĕрĕнчен пилĕк хут аслă.
Пĕлме.1963 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче Баево районĕнчи Мурашкино поселокĕ çумĕнче çĕр чăмăрĕ çинчи пĕрремĕш хĕр арăм космонавт Валентина Терешкова-Николаева анса ларнă. Çак паллă пулăм ячĕпе Кулундина каналĕн çыранĕнче палăк лартнă. Çĕртме уйăхĕнче "Чайка" космоса хăпарнăранпа 50 çул çитнине пирĕн республикăра та анлăн паллă турĕç.
Çерем çĕре уçакан целинниксем кунта та çитнĕ, вăрманлă çеçен хир лаптăкĕсене çĕршер те пиншер гектар сухаласа тухнă. Халĕ вара райкомпа обком пĕр чĕптĕм çĕр пушă хăвармасăр тыр-пул çитĕнтерме, тухăçне ỹстерме ыйтаççĕ. Дилетантсемпе кунта нумай мала каяймăн. Агрономăн кашни лаптăкра мĕн лартса ỹстермеллине витĕр пĕлмелле, çум-курăкпа хурт-кăпшанкă ересрен сăнаса тăмалла... Удобренийĕпе пестицидне тупмалла, сорт улшăнĕвĕсене тирпейлесе пымалла.
Ĕç çемьерен малта
Ачаранах çăкăр мĕн тути каланине пĕлекен пирĕн агроном пуçĕпех ĕçе пуçăнать, кăвак çутăлла тăрса тĕттĕмленмесĕр те хăйне уйăрса панă хваттере çитеймест. Иккĕри ачине йĕркеллĕ пăхма вăхăт çук унăн: кỹршĕсене пăраха-пăраха хăварса хире васкать. "20-25 çухрăмра вырнаçнă пĕр-пĕр бригадăна кайса кун иртсе каятчĕ. Пĕчченех лаша кỹлеттĕм, тăвараттăм, тилхепине те хамах тытаттăм. Хам выçăллă-тутăллă çитĕннĕ те, партипе правительство çăкăр нумайрах туса илме лартнă чĕнĕве ытла та чĕре патне илнĕ çав. Çамрăк пулнă, юн вĕренĕ..." _ аса илет çав вăхăтсене Мария Михайловна.
Кĕрхи ĕçсене лайăх вĕçленĕ хыççăн парти ретне илнĕ агронома çавăнти отделени управляющийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çап-çамрăк вĕт-ха хăй _ çирĕм пиллĕкре кăна. Яваплăхĕ вара мĕн чухлĕ _ калама кăна канас. Халĕ ĕнтĕ ун çинче _ ỹсен-тăран отраслĕсĕр пуçне, техника паркĕ те, выльăх-чĕрлĕх фермисем те.
_ Ертỹçĕ опычĕ пулманран çăмăл марччĕ пулĕ-ха? _ хушăран ыйтусем те паркалатăп аса илỹ кỹллинче ишекен хисеплĕ "шур сухала". _ Йывăрччĕ, паллах. Анчах мана Барнаула килсе çакланнăранпах общество ĕçне хастар хутшăнни пулăшнă. Хам та нумай тăрăшнă. Эпĕ мала çемьене мар, ĕçе хунă. Тен, ку тĕрĕсех те пулман-тăр та.., _ пĕчĕк кашăк вĕçĕпе пыл хыпса чей ĕçнĕн калаçать малалла вăл.
_ Пĕринче çапла, Çĕнĕ çул иртнĕ хыççăн-ха, выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕн тишкерĕвĕсене пăхса ларатăп. Сурăхсем чылай тытаттăмăр эпир ун чухне. Анчах цифрăсем тăрăх, путек хутшăнни курăнмасть. Мĕн япала ку? Хĕл варринче пăрлаканччĕ-çке выльăхсем. Ферма пуçлăхĕпе калаçатăп та вăл мана хĕсĕр нумай юлни çинчен пĕлтерет. Иккĕлентĕм, хам тĕрĕслеме шутларăм. Никама пĕлтермесĕр çĕрле çуна çине ларатăп та аякри пĕр витене вĕçтеретĕп. Çитетĕп те _ хуралçă та, дежурнăй та хуп турттараççĕ. Шăн пăр çинче вара вилсе хытнă кăтра путексем выртаççĕ. Çамрăк чунсене типĕ çĕре куçаракан та çук иккен кунта. Тепрер кунтан çапла çур çĕр тĕлĕнче урăх тĕлти фермăна çитетĕп. Татах çакăн пек ỹкерчĕк. Кунта вара çыннисем те хупсах кайнă. Хĕрỹ калаçу ирттерме тиврĕ специалистсемпе. Хăшне çирĕп выговор пама та, тепĕрне ĕçрен хăтарма та тиврĕ... Çакăн хыççăн ĕç-пуç самай лайăхланчĕ".
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)