Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИСЛĕК ТĂКСАН ТИКĕС ШĂТАТЬ. ШЫВ ТА САПСА, ТУХĂçЛĂ ПУЛАТЬ

09 октября 2013 г.

МАЛАЛЛИ

Пуçа усмалла мар!

Нуша кулач çитерет тенĕ евĕр, çак кăткăс условисенче Маня йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма, çирĕп чун-чĕреллĕ пулма хăнăхать. Пурнăç хỹри пăрнăç, ялан пуçа усса тăмалла мар. Çапла вĕçĕмсĕр лăплатать вăл хăйне. Виçĕ çул хушшинче Шупашкарта самаях вырăсла перкелешме хăнăхнă хĕр Патăрьелĕнчи вăтам шкула тăххăрмĕш класа (Сăкăтра ун чухне çичĕ класс çеç) кайса çырăнать. Çын куçĕнчен пăхса пурăнмалла ан пултăр тесен, малалла вĕренмелле-çке. Кунта та теприсем пек хваттер илсе тăмасть (укçа кирлĕ!), кашни кун сакăр çухрăма _ кĕркунне-и е çуркунне-и, пылчăк-и е тăман-и _ район центрне унталла та кунталла хутлать. Патăрьел шкулĕ ĕлĕкренех вăйлă педагогсемпе палăрса тăнă. Вичкĕн хĕр кашнин сăмахне тимлĕн итлет, ăса хывать, ăша илет. Çапла пирĕн хĕр вăтам шкула чип-чиперех пĕтерет, алла аттестат илет. Вăл вăхăтра Патăрьелне кайса вĕренекен ачасем ялĕпе те виççĕн-тăваттăнтан ытла пулманннине шута илсен, çакна чăннипех те паттăрлăх теме юрать. Тепĕр тĕллевĕ те паллă унăн _ Шупашкарти ял хуçалăх институчĕ, агрономи факультечĕ. Мĕншĕн учителе, врача е тата инженерпа строителе мар-ха? Кун пирки вăл акă еплерех ăнлантарать: "Çуллахи вăхăтра, каникул кунĕсенче эпир ача пулсан та колхоз ĕçне нумай хутшăннă. Пĕринче çине-çинех хире кĕр калчи ỹсекен лаптăксене кĕрпе пек шурă удобрени сапма çỹрерĕмĕр. Фронтра пулнă агроном пире çак аммиак селитри тулла парка ỹсме, йышлă пĕрчĕллĕ тата шултра пучахлă пулма пулăшни çинчен сĕре интереслĕ каласа ăнлантаратчĕ. Выçса касăхнă организма вăл тутлă апат антарса паниех иккен. Çак самантра çуралнă-тăр та ĕнтĕ ман пуçра ял хуçалăх специалисчĕ пулас тени те".

Мĕн тесе шутлатăр? Сăкăт хĕрĕ институтра экзаменсене ăнăçлă тытать. Ĕнтĕ пĕрремĕш курса илни çинчен приказ та çакăнса тăрать. Судент билетне илмелле те сентябрĕн пĕрремĕшĕнче аудиторине лекци итлеме кĕрсе лармалла. Анчах общежити çукки пуçа хыçтарать. Пỹлĕм тупса пурăнма пулĕ-те, тỹлевĕ ураран ỹкерет. Вĕренсе пурăнма та патшалăх стипендийĕ çитес çук. Ашшĕ хăйĕн патне кĕртме хирĕç пулмĕ-ха. Анчах леш эсрел хĕрарăмĕпе мĕнле татах пĕр кăмака умне тăмалла? Капла та вăл ăша нумай витернĕ.

Хĕр апла та шухăшлать, капла та тумитлет. Кăмăл пур та, термен çук. Çапла вуз алăкне яри уçнă хĕр каялла яла таврăнать.

 

Пурте _ Çерем çĕр уçма!

1954-мĕш çул. Вăрçă чарăннăранпа тăхăр çул та çитнĕ. Апла пулин те ÇĔНТЕРỸÇĔ çĕр-шыв чухăнлăхпа нишлĕх лачакинчен тухайман-ха. Нумай çемьере сĕтел çинче тăраниччен çимелĕх çăкăр та çук. Çак çулхи мартăн 2-мĕшĕнче КПСС Центральнăй Комитечĕ "Çĕр-шывра тĕш-тырă туса илессине малалла ỹстересси тата сухаламан-ватман çĕрсене ĕçе кĕртесси çинчен" постановлени кăларнă. Урăхла каласан, çерем çĕрсене уçма тытăнмалла! СССР Госпланĕ Казахстанри, Çĕпĕрти, Урал тăрăхĕнчи тата ытти регионсенче 43 миллион гектартан кая мар усăсăр выртакан çĕрсене сухаласа тухма палăртать. Кĕçех çĕр чăмăрĕн пĕрре улттăмĕш пайĕнче туса хунă союзра чĕлхене çĕнĕ сăмах _ ЦЕЛИНА _ УÇНĂ ÇЕРЕМ _ вирхĕнсе кĕнĕ. Вăл аслă çĕр-шыври халăха ытлăн-çитлĕн тыр-пул туса илме пысăк шанăç парать. Пĕрлех ял хуçалăх отраслĕ вăйлăн аталанĕ. Вăл çĕкленсен, пĕтĕм экономика та малалла кайĕ.

Яланхиллех халăх партипе правительство, Çĕр-шыв пуçĕ Никита Хрущев чĕнсе каланине хапăлласа та ырласа йышăннă. Ара, ку вăл малашне лайăх пурнăç çитессине пĕлтерет-çке, чĕрере хаваслă ĕмĕт çуратать.

Çерем уçнă çĕрте, паллах, тĕп вăй _ çамрăксем. ВЛКСМ яш-кĕрĕм умне çĕнĕ задачăсем лартать. Лозунгĕсем тата еплерех: "Молодежь _ на целину!", "Даешь, целина!", "Все на целину!"... Районсенче, облаçсемпе республикăсенче пушă хирсене яма ятарлă штабсем туса хураççĕ, хаваслă лару-тăрура, купăс каласа та хаваслă юрă юрласа инçе çула ăсатаççĕ: "Пурте _ Çерем çĕрсене уçма, пурте _ Целинана!"

Тăван килĕнче хĕл каçнă хыççăн Маня та ытти нумай хавхалануллă çамрăксем пекех Патăрьел комсомол райкомне çитет, хăйĕн кăмăлне пĕлтерет. Çамрăк чун _ иçĕм, ĕмĕчĕ _ çиçĕм. Вун тăххăрта пыракан хĕр килте ларайĕ-и вара çакăн пек саманара! Ăçта çитсе мĕн тумалли уçăмлă мар пулсан та çула тухмалла! Ленин пуçлĕ значок тĕлĕнчи кĕсьере хайхи _ комсомол путевки. Çул таçти аякри Алтай еннелле выртать. Ĕмĕрлĕхе тăвансемпе, ял-йышпа уйрăлнине ун чухне ăнланнă-ши? Тен, ăнланман та-и?

 

Ĕçре _ малта, обществăра _ активист

Целина тесе пурте гусеницăллă трактор çине лараймаççĕ, паллах. Кашниех плугарь те пулас çук. Манясен ушкăнне Барнаул хулине илсе çитереççĕ те "Стройгаз" трестри бетон заводне ĕçе вырнаçтараççĕ. Цементпа хăйăр хутăшне çăр та çăр. Пурăнма баракра тумбочкăпа крават пур... Укçине те аванах тỹлеççĕ пек. Лутра та черченке кĕлеткешĕн ĕçĕ çăмăл мар та, чăтма пулать. Ку çеç те-и-ха. Пĕчĕкрен йывăр ĕçрен пăрăнман хĕр нормăсене ирттерсе пурнăçлама пикенет, малтисен ретне тухать. Передовик! Вĕри хĕре бригадăри комсомол комитечĕн секретарьне суйласа лартаççĕ. Ĕçрен пушансан клуба чупмалла _ хорта юрламалла, спектакль лартма хатĕрленмелле, политвĕренỹ занятинче лармалла...

Çерем çĕрсене уçмалли кампани вăл _ патшалăхăн пысăк малашлăхлă политики. Целинана механизаторсем кăна мар, агротехникăна пĕлекен ăста специалистсем те кирлĕ. Çавна май Барнаулти ял хуçалăх институчĕ те хăватне ỹстерет. Ку пирĕн Манян ĕмĕтне пурнăçлама шăпах меллĕ. Анчах ĕçе пăрахмасăр вĕренмелле. Экзаменсене Шупашкарти пекех ăнăçлă тытса вăл агрономи факультечĕн заочник студенчĕ пулса тăрать.

Çак вĕренỹ меслечĕн хăйне евĕр уйрăмлăхĕ пур: пуçăнакан нумай, пĕтерекен сахал. Хĕрупраç тени, сăмахран, качча тухать, ача çуратать... Унтан алă та сулать. Маня та хăй пек целинана килнĕ Чĕмпĕр вырăс каччипе пĕрлешсе виççĕмĕш курсра арлă-арăмлă, ача-пăчаллă пулать. Çемьеллĕ пурнăçра йывăрлăхсем чылай сиксе тухма пултараççĕ. Анчах вăл кĕнекесемпе конспектсене алран ямасть.

Н. ЛАРИОНОВ.                                    

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика