09 октября 2013 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп вулавăшра тавра пĕлỹ пайне ертсе пыракан Нина Мазякова Патăрьелĕнче тĕпленни чылай çул ĕнтĕ. Çапах тăван Сăкăта манмасть. Хальхинче вăл Ваттисен кунĕнче кỹршĕре пурăнакан пĕр ĕç ветеранне ятарласа кайса саламланă. Унчченрех ăна чечек çыххипе кăна сумланă пулсан, кăçал пĕрлех çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма "Авангард" хаçат çырăнтарса панă. Куншăн сумлă кинеми чунтан хĕпĕртенĕ-мĕн.
Ялсенче пĕчĕк пенсипе пурăнакан та, ача-пăчасăр кун кунлакан та, тĕрлĕ сусăр та сахал мар. Çавăн пек çынсене çамрăкраххисем районти "чун апатне" парнелесе тăрсан питĕ аван пулĕччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)