02 октября 2013 г.
Мария Михайловна Горбунова
Тăван яла килсен...
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче наукăсен çỹллĕ тỹпине хăпарнă ăсчахсем çĕртен те иртнĕ ĕнтĕ. Анчах хĕрарăм пуçпа доктор ятне илсе профессора çитекене пĕр тĕслĕхе кăна пĕлетĕп. Вăл _ Сăкатра çуралса ỹснĕ Мария Михайловна Горбунова (упăшкин хушамачĕпе _ Яблокова). Хам та çак ялтах кăвапа пăрахнăран мухтава тивĕçлĕ ентешпе куçа-куçăн паллашас, тĕл пулса калаçас тесе нумай ĕмĕтленнĕ. Шел те, аякри-аякри Алтай крайĕн тĕп хулинче _ Барнаулта _ тĕпленнĕ янташăмăр тăван кĕтесе питĕ сайра килсе çỹрет. Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, çулĕ ытла та вăрăм. Патшалăх ĕçĕ вара ялан нумай _ хăпăл-хапăл тухса килме çук. Ялта чун панă тăван пулсан та туртакан вăй пур темелле-ха. Анчах Маня аппа иккĕре чухнех амăшĕ чирлесе куçне хупнă. Ашшĕ те тахçанах масарта ĕнтĕ. Çавăнпа пысăк сăлтавсăрах инçе çула кĕскетме те тĕллев тытман-тăр. Хăйне ачаранах хỹтте илсе ỹстернĕ Минỹк аппăшĕ пĕр сарăмсăр вилнине пĕлтерсе телеграмма çаптарсан та пытарнă çĕре çитеймерĕ, уйăхран кăна вил тăпри çине пырса пуç тайма май тупрĕ. Унтанпа та пахча кĕтессинчи хурлăхлă хурăн вăтăр виçĕ хутчен сарă çулçă тăкрĕ.
Çамрăклăх кайра ĕнтĕ. Çулсем самаях шултăраланчĕç _ кăçал, ав, çитмĕл те çиччĕ тултарчĕ Мария Михайловна. Хĕрпе мăнуксемшĕн çичĕ ют тăпри тăван çĕр пулса тăчĕ пулсан та хăйне мăшăр çунат панă Сăкăт туртатех. Тăван çĕр-шывра уйăх та ют çĕр-шыври хĕвелтен çутăрах теççĕ вĕт. Тăван килте вара улăм тỹшек те мамăкран çемçерех. Мĕн пытарар ĕнтĕ, вилсен те çакăнтах лăпкă вырăн тупас килет...
Мухтавлă ентешĕмĕр яла килнине район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов систерчĕ. Вăл Алтай хăнине ял тăрăх кăтартса çỹреме те ĕлкĕрнĕ: виçĕ хутлă çĕнĕ шкула, модель шайĕнчи клубпа библиотекăна кĕрсе курнă. Хăй чупса выляса ỹснĕ урама, "Туçа касси" тесе ят панăскере те, çуралнă çурт вырăнĕ тĕлне те илсе çитернĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ иккен сумлă ватă ялпа ун çыннисем çапла чаплă пурăннинчен, пурнăç ĕлĕкхинчен çĕрпе пĕлĕт пек улшăннинчен.
Паллашу
Çакăн хыççăн хам та пĕр тăхтаса тăмасăр Сăкăта вĕçтертĕм. Мария Михайловна ял хĕрринче пурăнакан Муллинсем патне, Шупашкарти Александр шăллĕне юбилей ячĕпе саламлама килнĕскер, ик-виçĕ кунлăха хăнана чарăннă. Кил хуçин мăшăрĕ Аля Маня аппан паян ялта тăрса юлнă тăванĕсенчен чи çывăххи _ хайхи аслă аппăшĕн Минỹкăн хĕрĕ пулать. Вăл лăпкă та ĕçчен Федяпа çемье çавăрса виçĕ ача пăхса ỹстернĕ. Кукамай та ĕнтĕ. Эпĕ пынă чухне вĕсем, икĕ хĕрарăм, уяр çанталăкпа усă курса çурт хыçĕнчи çĕр улми лаптăкĕнче мăкăлтататчĕç. Кĕçĕнни калакпа улма кăларать, асли авăр çăлать. _ Маня аппана пỹртре кăна мăнукпа лар теп те, итлемест,_ евит тунă евĕр калаçать хамăр ял Аля._ "Эп çĕртен писнĕ çын мар. Мана луччĕ çынпа пĕрле пахчара чакаланма лайăхрах", тет. "Эс карттăчкă ỹкерме ан васка-ха. Питсем те хура пирĕн, тум-тирсем те картишне тухмаллискерсем кăна", асăрхаттарать тата малалла вăлах эп фотокамерăпа чăл-чалт тутарнине асăрхаса. Мария Михайловна вырăсла калаçать, хăш-пĕр çĕрте кăна калас шухăша витерсе çитерме чăвашла хушать.
_Атте-анне чĕлхине манман эпĕ. Пĕтĕмпех лайăх ăнланатăп. Анчах утмăл çула яхăн вырăс хушшинче пурăнса вырăсла шухăшласа вырăсла пуплеме хăнăхнă. Яла та пиллĕкрен ытла килсе кураймарăм. Чĕлхем пĕтĕмпех кăнттамланчĕ.
Ан ỹпкелешĕр ĕнтĕ, _ каçару ыйтать Мария Михайловна ăшă шывпа аллине çунă май.
Н. ЛАРИОНОВ.
Малалли пулать
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)