Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Наци кросĕ" сывлăха çирĕплетет

25 сентября 2013 г.

Куллен çумăр çукаласах тăрать пулин те авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ ирпе кăмăллă пуçланчĕ. Çакă "Наци кросĕ _ 2013" чупăва тухакансене чылай хăпартлантарчĕ. Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона предприятисенчи, учрежденисенчи, вĕрентỹ системинчи, Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсенчи пин ытла çын пухăнчĕ. Чупма юратакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, "Паттăр" спортшкулĕн директорĕ А. Краснов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев саламларĕç.

VIP чупăва Н. Глуховпа пĕрле структура подразделенийĕсен, предприятисен, учрежденисен ертỹçисем йышлăн тăчĕç. Финиша ар-çынсенчен райадминистрацин пай ертỹçи С. Торговцев, пуçлăхĕ Н. Глухов, администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, хĕрарăмсенчен О. Маркова (Тăрăн ял тăрăхĕ), Н. Емелина (ЗАГС), И. Терентьева (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) малтан кĕчĕç. Унтан старта 1-2, 3-4, 5-7, 8-9, 10-11 классенче вĕренекенсем тăчĕç.

Ветерансенчен вара Н. Нурсов, Г. Осипов, В. Салмин, Н. Григорьев палăрчĕç.

Наци кросне хутшăннисенчен чи çамрăкки Анастасия Прискина пулчĕ. Вăл 2 çул та 6 уйăхра. Аслисенчен вара 76 çулхи Сăкăтри Николай Ларионов харсăрлăх кăтартрĕ. Ăмăртусем вĕçленсен çĕнтерỹçĕсем кросс йĕркелỹçисенчен грамотăсемпе парнесем илме тивĕç пулчĕç. Çак кун наци кросĕ ытти ял тăрăхĕсенче те кăмăллă иртрĕ.

(Хамăр корр).

 

х х х

Наци кросĕ Сăкăт ялĕнче спорта юратакансен уявĕ пулса тăчĕ. Кашни çулах пысăк хавхаланупа иртет вăл. Çак хаваслă уява хутшăнма чăн-чăн спортсменсене çанталăк сỹрĕклĕхĕ те чăрмантараймарĕ, старта çĕр ытла çын тăчĕ.

Чи малтанах физкультурăпа спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Толстов ăшшăн саламларĕ. Ун хыççăн шкул ертỹçи А. Падусев сăмах илчĕ. Физкультура учителĕ В. Анюров чи малтан "Çăлкуç" ача сачĕн ĕçченĕсене, унта çỹрекен пĕчĕк шăпăрлансене старта тăратрĕ. Ун хыççăн Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем: малтан кĕçĕн классем, кайран вăтам тата аслă классем _ тĕрлĕ дистанцине пĕр-пĕринпе ăмăртса чупрĕç.

Спорт уявĕнче "Чи çамрăк спортсмен" ята ача садне çỹрекен А. Елкин çĕнсе илчĕ. А. Правитель, В. Шапкин, В. Кариков тата Л. Чернова, В. Чумакова. М. Анюрова кĕçĕн классенче вĕренекенсем те чи маттуррисем пулчĕç кросра. Кĕске çаврăма ачасем пурте хăвăрт чупса тухрĕç. Жюри никамăн кăмăлне те хăварас темерĕ _ кашнинех мухтав хучĕпе чысларĕ. Д. Хмелев, А. Сандыркин, А. Кузнецов тата В. Чернова, А. Кузнецова, М. Анюрова вăтам классенче вĕренекенсем кросра чăн-чăн маçтăрсем пулни палăрчĕ. Ăмăртусене хутшăнакансен çулĕсем ỹссе пынă май, дистанци те вăрăмланчĕ. В. Лукьянов, Б. Юсупов, Ю. Тинюков тата Г. Прокопьева 8-9 классен спортсменĕсем старта чи малтан çитрĕç. Аслă классем хушшинче вара Е. Анюров, А. Анюров, А. Кушников шкул чемпионĕсем çĕнтерỹçĕ дипломне илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Н. ТИНЮКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика