Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чылайлăха асра юлĕ

15 декабря 2012 г.

Сăкăтри “Çăл куç” ача сачĕ çак кунсенче хăйĕн юбилейне – 25 çул тултарнине – паллă турĕ. Шухăшласан, нумаях та мар пек, анчах çак вăхăтра кунтан 700 ытла пепке шкул сукмакĕ çине тăнă. Паян чылайăшĕ атте-анне ятне илтнĕ, ывăл-хĕрне хăйсем çÿренĕ садикех яраççĕ.

111 вырăнлă учреждение хальхи вăхăтра 98 ача çÿрет, пурĕ 5 ушкăн. Иртнĕ çулсенче йыш тата та пысăкрах пулнă. Унччен Патăрьелĕнче пурăнакансем те хăйсен пепкисене Сăкăта илсе килнĕ, район центрĕнче “Юмах” ача сачĕ хута кайнă хыççăн çеç чакнă. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ парассишĕн, вăхăтра апат çитерессишĕн, тасатса тирпейлессишĕн 25-ĕн тăрăшаççĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ воспитатель тивĕçĕсене пурнăçлать.

Ачасене выляма, пĕлÿ илме пур услови те пур. Кĕçĕн ушкăнрисене – “Кроха”, аслăраххисене “Детство” программăсемпе вĕрентеççĕ. Юсавсем ирттерме ашшĕ-амăшĕ те нумай пулăшать.

Чĕрĕк ĕмĕрхи юбилее Н. Нртина заведующи уçрĕ. Вăл шкул çулне çитменнисен учрежденине 16 çул ертсе пырать. Надежда Валерьевна ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ пирки кĕскен каласа пачĕ. Уяв савăнăçне пайлама Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П. Никифоров, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ С. Толстов, шкул директорĕ А. Падусев, районти вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ А. Пирогов, “Агролес” директорĕ В. Глухов тата çакăнтан тивĕçлĕ канăва кайнă ветерансем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. Ачасем курма килнисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика