10 августа 2013 г.
Çакăн пек ятпа тата эпиграфпа чăвашла кĕнеке кун çути курнине, тен, пурте пĕлмеççĕ те пулĕ. Ку вĕренỹ пособийĕнче чăваш фольклорĕпе илемлĕ литературăри эпитафи (юпа) сăвви-юрри пичетленнĕ (пуриншĕн те ăнланмалларах - пытарупа асăну кĕлли-юрри).
Сăкăтра çуралса ỹснĕ, ялти шкултах вĕренсе те кайран ĕçлесе ăслăлăх тĕнчине пуçламăш утăмсем тунă Петр Николаевич Метин филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор пиртен уйрăлса кайиччен пухса хатĕрленĕ, анчах пичетлесе ĕлкĕреймен кĕнеке вăл.
Çак пысăк ĕçе вĕçне çитерекенĕсем - В.П. Никитин-Станьялпа А.Н. Николаева филологи наукисен кандидачĕсем тата В.Г. Родионов филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. "Кĕнекене автор хăй пурăннă чухне калăпласа ĕлкĕреймерĕмĕр... Ан тив, хаклă çыннăмăр, ĕçтешĕмĕр, вĕрентекенĕмĕр, тусăмăр хăй хатĕрлесе хунă кĕнеке - эпитафисем çинчен чăвашла çырнă пĕррĕмeш кĕнеке - хăйшĕн хăй лартнă çутă палăк вырăнне пултăр", - тенĕ кĕнекен ум сăмахĕнче авторсем.
Çăк кунсенче асăннă кĕнеке Сăкăт ялне те çитрĕ. В.П.Никитин-Станьялпа Н.Н.Осипов вĕрентекенсем ертсе пынипе пысăк экспедици-çул çỹреве тухнă. Чăваш патшăлaх педагогика университечĕн пĕрремĕш курсĕн студенчĕсем çула май П.Н. Метинăн тăван ялне кĕрсе вил тăпри çине чарăнса илме шут тунă иккен. Сăкăт шкулĕнче те пулчĕç хисеплĕ хăнасем, хаклă кĕнекене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, тăванĕсене парнелесе хăварчĕç.
Петр Николаевича асăнса пылпа икерчĕ те çирĕмĕр. Тăрă шывне вара... Тăрă шывне вара вил тăпри çине çут çанталăк ( юри кĕтсе тăнă пекех!) тумлампа кăна мар, чĕреслетсех тăкрĕ. Виталий Петрович Станьял калашле, пĕр тумлам кăна мар, пинĕ-пинĕпе тăр шыв тумларĕ вил тăпри çине. Халăх калашле, йывăр тăпри çăмăл пултăр! Петр Николаевич Метинăн ырă ĕçĕсем манăçмаççĕ, çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче.
Н. ТИНЮКОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: хăнасем Сăкăтпа паллаша
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)