10 августа 2013 г.
Александр Васильевичпа Зинаида Михайловна çемйинче пиллĕкмĕш ача пулса Станислав Нрти 1963 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Çиччĕн пĕр тăван вĕсем. Йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕскер мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă. Вăтам шкул хыççăн çамрăкăн хĕсмете кайма ят тухнă. Польшăра çар службине ирттернĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе командовани тав хучĕ те янă. Йĕкĕт тăван яла таврăнсан Вăрнарти техникум-совхоза вĕренме кĕрет. Унтан специалист çуралнă кĕтесех çитет, пахча-çимĕç бригадирĕнче нумай çул вăй хурать. Вăл ĕçленĕ хушăра колхоз сачĕ тупăш паракан пулать.
Пурăна киле С. Нрти Сăкăт ял советне ĕçе кỹлĕнет. Паян та администрацинчех вăй хурать. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер, ял совет депутатне суйланать, районти суйлав комиссийĕн членне, вырăнти суйлав комиссийĕн председательне кỹлĕнет.
Ял хушшинче те, районта та сумлă та хисепе тивĕçлĕ Станислав Александрович.
Пĕтĕм Раççейри халăхсен çыравне хутшăнса медаль те илме тивĕçет. Ăна Чăваш Республикин патшалăх статистикин Хисеп хучĕсемпе те чысланă. Унашкал тав çырăвĕсем татах та пур. 1986 çулта Станислав Александрович пĕр ялта ỹссе çитĕннĕ Надежда Ефграфовапа пĕрлешсе çемье çавăрать.
Мăшăрĕ Патăрьелĕнчи шкул-интернатра учительница пулса ĕçленĕ. Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртсе кайрĕ. Халĕ Надежда Валерьевна ялти "Çăлкуç" ача сачĕн ертỹçинче тăрăшать. Нртисем икĕ ывăл çитĕнтерсе аслă пĕлỹ панă. Николай мăшăрĕпе Патăрьелĕнче тĕпленнĕ.
Марианна Анатольевна Турхан шкулĕнче математика учителĕ, кĕçĕнни - Владимир - юрист специальноçне алла илнĕ. Халĕ Раççей çарĕнче тăрать.
Станислав Александровичсен çемйине икĕ ывăлĕ пирки хĕсметрен пĕрре мар тав хучĕсем килнĕ.
А.СУЛАГАЕВА. Сăкăт
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)