Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ

27 июля 2013 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăваттăмĕш сессийĕ хĕрỹ иртнĕ: кун йĕркине кĕртнĕ 36 ыйтăва пăхса тухнă май депутатсен сỹтсе явмалли, тишкермелии, тавлашмалли, сĕнмелли чылай пулнă. Сесси ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Чăваш Республикин 2013 çулхи, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ- финанс министрĕ Михаил Ноздряков тĕплĕн каласа кăтартнă.Бюджета кăçал хальхипе виççĕмĕш хут улшăнусем кĕртеççĕ. Ăна черетлĕ хут пысăклатма йышăнни федерацин каялла тавăрса памалла мар йĕркепе килекен хушма укçипе сăлтавланнă. Федераци бюджетĕнчен республика экономикин агропромышленноç секторне патшалăх енчен пулăшмашкăн 1151,4 млн тенкĕ уйăрнă: илнĕ кредитсен процент ставкисене субсидилемешкĕн, ял хуçалăх культурисен тухăçне страхланипе пулакан тăкаксен пĕр пайне компенсацилемешкĕн, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантармашкăн.

Бюджет ыйтăвĕпе Сăкăтри " Красное Знамя" хуçалăх ертỹçи П. Никифоров депутат тухса калаçнă. Вăл бюджет яланхи пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине, ял хуçалăхĕн йывăрлăхĕсем пирки пăшăрханнине палăртнă.

Ял ĕçченне нихăçан та çăмăл пулманнине, 2010 çултанпа вара ăна çут çанталăк условийĕсем те ура хунине асăннă. Кăçал ав каллех çанталăк типĕ тăнăран тухăç ăнăçлă пуласси иккĕленỹллĕ. Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ организацине кĕни агропромышленноç ĕçченĕсен умне хушма чăрмавсем кăларса тăратать.Татса памалли ыйтусем татах та пур-ха. Тĕслĕхрен, ĕç тухăçлăхне ỹстерес тесен техника паркне çĕнетмелле, ун валли кредит илмелле. " 2014 çулхи бюджета йышăннă чухне çак самантсене шута илсен тем пекехчĕ", - тенĕ П.Никифоров.

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăваттăмĕш сессийĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджечĕ, вĕренỹ, ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсем, ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсен çаврăнăшĕ, пассажирсене автомобиль транспорчĕпе илсе çỹресси çинчен калакан тата ытти саккуна улшăнусем кĕртес ыйтусене сỹтсе явнă.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика