20 июля 2013 г.
ХАЛĂХРА хуйха пайласан пĕчĕкленет, савăнăçа пайласан вара пысăкланать, теççĕ. Çакă чăнах та çапла-тăр. Чикĕ хуралĕнче хĕсметре тăнă ветерансем ку енĕпе питĕ кăтартуллă. Кăçал вĕсем кар тăрса укçа пухса Патăрьелĕнчи культурăпа кану паркĕнче палăк уçни хăех ырă та пархатарлă тĕслĕх.
Питрав типпинче вара симĕс кăсăруклисем йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынна аллине тăсса панă: Сăкăт шкулĕнче тăрăшакан учителе (пограничнике) чĕрине операци тума укçа-тенкĕ енчен пулăшнă. Сăваплă ĕç вырăнлă та юрăхлă пултăрах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)