29 июня 2013 г.
РАЙОНТИ шалти ĕçсен пайĕн следователĕ А. Макаров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çак усал ĕç Сăкăтра иртнĕ çулхи кăрлач уйăхĕнчех пулнă. Çирĕм ултă çулхи хусах хăйĕн çуралнă кунне питĕ шеп паллă тума ĕмĕтленнĕ иккен. Çак тĕллевпе вăл аякри сыпăкран тăванĕ шутланакан ватă кинемейĕн çуртне (хĕлле унта пурăнмаççĕ) кĕнĕ те 3500 тенкĕ тăракан электрокăмакана йăтăрласа тухса кайнă. Ăна тỹрех вырнаçтарман, малтан ял масарĕ çывăхĕнчи шыв пăрăхĕнче пытарса усранă, кайран вара хăюлăх çитерсе ăна çур литр сăмакунла сутнă та янă. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те, вăррăн çĕлĕкĕ çунмасăрах пакунлисем кукăр алăллă çыннăн йĕрĕ çине ỹкнĕ, хура ĕçе тăрă шыв çине кăларнă. Н. Нягусевăн РФ УКăн 158 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн суд умĕнче явап тытма тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)