13 июня 2013 г.
РАЙОН хаçатĕнче Сăкăрти 40 çулхи хĕрарăм хăй асăрханманнине пула тăватă уйăхри ачине (йĕкĕрешсенчен пĕри) рис пăтти çитерсе вĕлерни çинчен çырнăччĕ. Пакунлисем çак преступлени сăлтавне чылай тĕпченĕ. Районсем хушшинчи следстви пайĕн следователь пулăшуçи Л. Иванова пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕç-пуçăн вĕçне-хĕрне тухнă, хĕрарăм медсестра асăрхаттарнине пăхмасăр пĕчĕк пепкене ытларах пăтă çитернипе сывлăш çулĕ пỹлĕннĕ. Пĕчĕкскер, сывлаймасăр вилсе кайнă. Ача амăшне саккунпа килĕшỹллĕн икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Сăмах май каласан, уйăхранах йĕкĕрешсенчен тепри те ăнсăртранах вилсе кайнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)