29 мая 2013 г.
Кашни ĕçе вăхăтра тумалла. Çакна çĕр ĕçченĕ яланах асра тытать. Ака вĕçленчĕ пулин те хирте техника сасси лăпланмасть-ха. Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче, районти ытти хуçалăхсенчи пекех, тракторсене "иккĕмĕш çăкăр" тата пĕрчĕллĕ культурăсен уйĕсенче курма пулать.
-Юлашки çулсенче çĕр улмине Голланди технологийĕпе лартатпăр. Йăрансене пĕр хутчен çырса хăпартатпăр та урăх тĕкĕнместпĕр. Кайран çум курăкран гербицид сапатпăр, микроудобренипе çулçă урлă апатлантаратпăр. Кĕркунне вара комбайнпа кăларатпăр, - тет В. Красников тĕп агроном.
Хуçалăхра тымар çимĕç патне тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ. Кăçал та пахалăхлă вăрлăхсем çеç лартнă: "жуковский ранний", "невский", "розаро", "удача". Технологине пăхăнса вăй хунăран тухăçĕ те ăнса пулать. "Иккĕмĕш çăкăра" Челябинскран, Самарăран, Саратовран, Таджикистанран килсе илеççĕ.
-Çĕр улмине Н. Чиркинпа И. Исаков механизаторсем лартрĕç. Хăйсемех кăлараççĕ. Йăран çырса хăпартнă чухне С. Красновпа тин çеç Патăрьелĕнчи професси училищинчен тракторист правине илнĕ А. Петров хутшăнаççĕ. Николайпа Иван опытлă механизаторсем, 20-30 çултан кая мар тăрăшаççĕ. Çамрăксем хуçалăх ĕçне хутшăнни те савăнтарать, - пĕлтерет агроном йăрансене пăхнă май.
Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене те çулленех гербицид сапаççĕ. Тăваттăмĕш çул çак яваплă ĕçе С. Нрти пурнăçлать. В. Гусаровпа М. Дареева сигнальщиксем ăна пулăшаççĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)