25 мая 2013 г.
СĂКĂТ çулĕ çинче çỹп-çап тăкмалли ятарлă вырăн уçни халăхшăн та, предприяти, организацисемшĕн те меллĕ. Анчах полигона тăкакан ăпăр-тапăр çиллĕ çанталăкра уй-хир тăрăх таçта çити вĕçсе саланать. Уйрăмах полиэтилен хутаçĕсем хуркайăксем пекех çăмăллăн кайри мала таçта çити ыткăнаççĕ. Çавна май акнă-лартнă каçалăксене, çул хĕррисене тирпейсĕрлетеççĕ. Сăкăтри вăтам шкулти волонтерсем вĕсене вăхăтран-вăхăта пуçтарса çỹреççĕ-ха, анчах çỹп-çапа упрамалли йĕркене малашне те пăхăнмасан уйрăм çынсем çеç тасамарлăха хирĕç кĕрешнин усси çуках темелле. Çапла мар-и?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)