18 мая 2013 г.
Сăкăт ялĕнче 1994 çултанпа пуканесен театрĕ ĕçлет. Малтанласа артистсем шкулта вылянă. Каярахпа вара культура çуртĕнче, район центрĕнче, ытти ялсенче те сцена çине тухнă. Çак театра пуçараканĕ В. Кузнецова аслă пионервожатăй пулнă. Вăл пуканесене веçех хăй ăсталанă, Шупашкартан мамăк тирсем кайса илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Вера Федоровна театра пăрахмарĕ. Хисепĕ ỹссех пычĕ артистсен. 2006 çулта хăй çырнă "Çут çанталăка упраса хăваратпăрах" пьесăпа Шăмăршă районĕнче ирттернĕ конкурсра мала тухрĕ. 26 ача унта пултарулăхне тивĕçлипе кăтартрĕ. Çавна май "Пуканесен халăх театрĕ" ята çĕнсе илчĕ. Ун хыççăн çитĕнекен ăру темиçе хутчен те Шупашкарта, Канашра, Комсомольскинче хăйсен ăсталăхне кăтартса пĕрремĕш, иккĕмĕш степеньлĕ дипломсемлĕ пулчĕ. Халĕ хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Ертỹçĕ театрта вылякан ачасен кăмăлĕсене тупма та пĕлет. Миçе хутчен физкультурăпа спорт комплексне илсе кайса килмерĕ-ши вăл? Шупашкарта та экскурсинче пулчĕç.
Кружока паянхи кун 18ăн çỹреççĕ. Ку хутĕнче артистсем ача садĕнче пулчĕç. Çитĕнекен ăрăва "Кушак патне" пьеса лартса парса савăнтарчĕç. Вĕсене тата аслисене Д. Кузнецова, О. Чунчурская, Е. Кузнецова, К. Егорова, В. Пахмулова выляни уйрăмах килĕшрĕ. А. Скрипкина та ăста ертсе пычĕ. Халĕ пĕчĕк артистсем Алманчăна кайма хатĕрленеççĕ.
Л. МЕРДИНА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)