Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĕШШИ САВĂНТАРĕ

21 января 2012 г.

“Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе Сăкăтри вăтам шкул коллективĕ мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăрасшăн эпĕ. 2011-2012 вĕренÿ çулĕн икĕ чĕрĕкĕнче палăрмаллах çитĕнÿсем пур. Шкулта пурĕ 229 ача вĕренет, 32 вĕрентекен вăй хурать. Раштав тата чÿк уйăхĕсенче ирттернĕ аттестацинче 10 педагог пĕрремĕш, пĕри аслă категори тивĕçлĕ пулчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн планĕпе килĕшÿллĕн шкулта методика пĕрлешĕвĕн 8 канашлăвĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Тинюковăпа Н. Анюрова Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ йĕркелерĕç. Районти географипе вĕрентекенсем предметникăн творчествăлла лабораторийĕпе паллашса улттăмĕш классемпе ирттернĕ урока лайăх хак парса хăварчĕç. Биологи учителĕн Т.Медведеван “Ăс-хакăл. Йăх тымарне тăвасси” сехечĕ хăнасене савăнтарчĕ. Г.Туктинан 9 класри акăлчан чĕлхин урокĕ педагогсен асĕнче юлĕ. Районти математика предметне вĕрентекенсем Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен тата тăххăрмĕш класс хыççăнхи аттестаци ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Физкультура учителĕсем спортзалра В.Анюровăн шкул реформинчи гимнастика урокне пăхса тухрĕç. Библиотекарьсем вара çĕнĕ вулавăшпа паллашрĕç.

Директорсем вĕрентÿ модернизацийĕнчи аталану программипе канашлу ирттерчĕç, 12 вĕрентекен уçă урокне итлерĕç, вĕсене лайăх хак пачĕç, çĕнĕ шкулта вĕрентÿпе воспитани пама кирлĕ условисем пур. Шкулсенчи профком председателĕсем “Вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансем валли ĕçлеме комфортлă условисем туса парасси” темăпа район администрацийĕн ертÿçипе Н.Глуховпа çавра сĕтел хушшинче пысăк канашлу ирттерчĕç.

Шкулта çавăн пекех биологисен республикăри фестивалĕ пулчĕ. Унта район тулашĕнчи учрежденисенчи 12 вĕрентекен тĕрлĕ методикăпа уçă уроксем пачĕ.

Ĕçĕн тĕшши пурри савăнтарать. Тĕрлĕ предметпа районти шкулсем хушшинче ирттернĕ олимпиада ăмăртăвĕсенче 32 вĕренекен малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. 11 класри В. Анюрова пилĕк предметпа–тĕнчери илемлĕх культурипе, чăваш чĕлхипе литературипе, географипе иккĕмĕш, правопа, обществознанипе виççĕмĕш, 9-мĕшĕнчи А.Лукьянова 4 предметпа– обществознанипе, правопа иккĕмĕш, экономикăпа, астрономипе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 10 класри О.Пидюкова , тăххăрмĕшĕнчи К.Муллина, кăçал вĕренсе тухакан А.Чернова виçшер, 8 б класри К.Таймукова икĕ предметпа малти вырăнсене йышăнчĕç.

Раççей шайĕнчи ăмăртăва математикăпа 25 вĕренекен хутшăнни те кăмăллă. Регионсем хушшинчи олимпиадăн республикăри тапхăрĕнче Е.Муллина биологипе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Кĕçĕн классенчи ачасем те тăрăшуллă пулнине палăртса хăвармалла. Математикăпа К.Анюров пĕрремĕш вырăна тухрĕ. А.Тинюков та хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Виççĕмĕш чĕрĕк пуçлансассăн çывăхри ултă шкул хушшинче “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференци иртрĕ. Унта 50 ача тĕпчев ĕçĕпе хутшăнчĕ. Саккăрăшĕ пĕрремĕш, çавăн чухлех иккĕмĕш, тăваттăшĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ĕçри çитĕнÿ шкул коллективĕ ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура пулнинчен те килет. Çавăн пекех шкулта Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Шупашкарти “Букет Чувашии” фирмăн генеральнăй директорĕ О.Мешковпа “Красное знамя” хуçалăх ертÿçи П.Никифоров та час-часах пулаççĕ. Çак çыхăнусем малашне те ан татăлччăр тесе тăрăшаççĕ педагогсем.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика