Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унра – ăс-тăн пуянлăхĕ

01 января 2012 г.

Кун хыççăн кун иртни те сисĕнмест. Шкулта вĕренекенсемшĕн те çавах. Иккĕмĕш чĕрĕк хыçа юлчĕ. Çĕнĕ çултан вара ачасен патшалăх экзаменĕсене парас шухăшĕ çивĕчленет. Тĕрĕслев педагогсене, ашшĕ-амăшне те кăсăклантарать. Çавăнпа ăна тĕплĕн

хатĕрленмелле. Çапла тума тăрăшать те Сăкăтри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительници Г. Сафиуллина.

Унăн пăрчăкан пек йăрă утти, ырă кулăллă сăн пичĕ, уççăн илтĕнсе тăракан илĕртÿллĕ сасси ачасене кашни çĕнĕ темăна урокра тĕплĕн ăнланма май парать. Предложенири сăмахсене членсем çине уйăрассине пăхрĕç саккăрмĕшсем вырăс чĕлхинче. Унтан вĕсене Гелиня Ямалетдиновна хăйсем тĕллĕн ĕçлеме сĕнчĕ. Çак хушăра самантлăха чÿрече умне кайса тăчĕ...

Аякри йăмраллă кас, çывăхарахри лаштра хурăнăн çулçăсăр чĕлтĕртетĕ-вĕ, çут тĕнче ырлăх киленĕвне чун-чĕрепе туйма хăнăхни çунатлантарать ăна. Çын хÿтлĕхĕнче çăтмах курма хăнăхманскере пурнăç çирĕппĕн ура çине тăма вĕрентнĕ. Гелиня Ыхра Çырминче çуралнă. Ачалăхĕ унăн ыттисенни евĕрех иртнĕ. Тус-юлташĕсемпе улăхра çара уран чупса лапталла выляни, уй-хирте пĕтпĕлти путене сассине итлени, çемьепе çурт хыçĕнчи пахчара çĕрулми çитĕнтерни, картишĕнче выльăх-чĕрлĕх ÿстерме хутшăнни чуна çывăх унăнне. Вунă класс хыççăн чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Ачаранах ăшра тĕвĕленнĕ педагог пулас шухăш- ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Студент çулĕсем пĕр тикĕссĕн хăвăрт иртнĕ. Сессирен сессине, çулран-çула памалли экзаменсене вăл лайăх тытса пынă. 1988 çулта çирĕп пĕлÿ илнине çирĕплетекен дипломлă пулнă Гелиня Ямалетдиновна. Çакăнтан пуçланнă педагогăн ĕçлĕ пурнăç çулĕ. Малтан тăван шкулта уроксем панă. Çемьеллĕ пурнăç Кзыл Чишмана илсе çитернĕ. Ялти пĕлÿ çуртĕнче реструктуризаци ирттернĕрен Г. Сафиуллина Алманчăна, унтан Сăкăтри вăтам шкула куçнă. Чун киленĕвĕпе ĕçлет кунта вăл. Ачасене олимпиадăсене, конкурссене, конференцисене хатĕрлет. Аслă категориллĕ учительницăн çитĕнĕвĕ сахал мар. Тăххăрмĕш класри К. Муллина, акă, вырăс чĕлхипе районти олимпиадăра иккĕ-мĕш вырăн йышăнчĕ. “Русский медвежонок” конкурсра пĕр вĕренекенĕ 2007 çулта районта пĕрремĕш, регионта (2008 çулта) иккĕмĕш, çак çулах иккĕшĕнче те малти вырăнсене тивĕçнĕ.

“Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференцине шкултан йышлăн хутшăнаççĕ. Унта малти вырăнсене йышăннисем те пур.

Ачасенне çеç мар, хăйĕн тавракурăмне ÿстерессишĕн те сахал мар тăрăшать Г. Сафиуллина. Нумай вулать, çулленех тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Уçă кăмăллăскер, хăй пĕлнине ыттисене парать. Çавна май ĕçĕ ăнса пырать. 24 çул хушшинче вăл республикăри вĕрентÿ министерстви грамотине, “Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” палла тивĕç пулнă. Уçă уроксем парса Г. Сафиуллина пилĕк хутчен район, республика фестивалĕсенче лауреат ята илнĕ. Вĕрентÿ методикине тĕплĕн пĕлет, çĕнĕ технологисемпе ĕçлет Гелиня Ямалетдиновна. Ачасен калаçу аталанăвне ÿстерессишĕн тăрăшать, теорие практикăпа çыхăнтарать. Республикăри лайăх учительсемпе пĕрле Г. Сафиуллина Мускавра ирттернĕ вырăс чĕлхине вĕрентекенсен мастер-класс конкурсне хутшăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри “Педсовет” пĕрлешĕвĕнче унăн медиатеки пур. Кăçал тата вырăс чĕлхипе, литературипе экзамен пама хатĕрлекенсен Раççей шайĕнчи семинарĕнче пулчĕ. Çак çитĕнÿсем ăна професси тĕлĕшпе “Районти чи лайăх педагог” пулма май панă ĕнтĕ.

“Эпĕ – учитель. Çакăнпа мухтанатăп. Хамшăн педагогран кирлĕрех професси курмастăп та. Чĕре хушнипе ĕçлетĕп. Пĕтĕм пурнăçăма ачасене паратăп. Вĕсем манăн – чи лайăххисем”, – тет коридорта тĕл пулнă ачасене çупăрланă май Г. Сафиуллина.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика