Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышлăн хутшăнчĕç

11 января 2012 г.

Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсем “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференци-фестивале пурте тенĕ пекех хутшăнчĕç. 13 секцине 323 ĕç тăратрĕç. Пуçламăш классенчи 79 ача вăй-хал çитерчĕ хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме. Уйрăмах виççĕмĕшĕнчи А.Тинюковăн “Кушаксем”, тăваттăмĕшĕнчи А. Анюрован “Упасем” ĕçĕсем ăнăçлă тухрĕç. Филологи, математика, физкультура секцийĕсене те вĕренекенсем йышлăн хутшăннине палăртмалла. Пĕр ача харăсах темиçе ĕç çырса хатĕрлеме пултарнине те ырламалла. Акă вунпĕрмĕшĕнчи А. Анюрова çичĕ, А. Чернова, Н. Давыдов, Л. Скрипкина тăватшар секцине хутшăнчĕç. 5 класри И. Якупов тăван ял историне, 8б класри К. Таймукова вĕтĕ шăрçапа тĕрлемелли техникăна, 9 класри М. Карикова çÿлĕ кĕле усăллă е сиенлĕ пулнине, К. Муллина йăх йывăçне уçăмлă сăнласа кăтартрĕç. Тÿресем тĕрĕс хак пама тăрăшрĕç çитĕнекен ăрурисен пултарулăхне. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене 115 ача йышăнчĕ. Вĕсем грамотăсене тивĕçрĕç. Чи лайăх ĕçсем вара район шайĕнчи форума хутшăнаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика