Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕре суранĕ пирчемест

09 ноября 2011 г.

Ашшĕ пирки калаçу пуçарсан, Михаил Федоровичăн çутă сăн-пичĕ тÿрех тĕксĕмленчĕ. Пăлханнă самантра пурпĕрех çухалса каймарĕ, архивĕнче упранакан тĕрлĕрен хутсене, сăн ÿкерчĕксене кăларчĕ.

– Пирĕншĕн чи çывăх çын Коми Республикинче, Чикшино текен поселокра канлĕх тупнă. 2005 çулта эпир хамăн пиччепе вăй-хăват çитерсе аттен вил тăприне шыраса тупрăмăр. Унтан нуша кăтартакан зона вырăнĕсенче те пултăмăр. Хальхи вăхăтра унта нимĕн те çук. Çурчĕсем юхăннă, – терĕ вăл хăй ÿкернĕ фотосемпе паллаштарнă май.

Шăпа тени Сăкăт чăвашне ылтăн сăпкара сиктермен, шурă кулачпа пыл та çитермен. Кун çути курнă пĕр тăванĕсем саккăрăн сак тулли ÿсеймен Хĕн-хура пула вĕсем пĕрин хыççăн тепри суйлана-суйлана çамрăклах хĕреслĕ яла ăсаннă. Туктинсен Турă çырнă икĕ ывăлĕ вара ку тĕнчери сакăлталлă самана хăйнеевĕр-лĕхне ача чухнех чĕре витĕр кăларнă.

Мишăн пурнăçра пĕрремĕш хут ултă çулта сехри хăпнă. Çак кун унăн асĕнчен нихăçан та тухас çук. Ун чухне хĕвел тахçанах хĕрелсе аннине пăхмасăр ашшĕпе амăшĕ картишĕнче кунĕпе вырнă тыррине тирпейленĕ. Пĕри çапнă, тепри тасатнă... Ĕçе вĕçлесе пынă вăхăтра вĕсем патне виçĕ-тăватă тĕреклĕ арçын, ахăртнех милиционерсем, пырса кĕнĕ. Ют çĕрте хăйсене чăн хуçасем пекех тытнă, темĕскер хушнă, кăшкăрашнă. Ачасене вара тăратма ыйтман – çакна Михаляпа Хĕветĕр лайăх ас туса юлнă. Калаçкаланă хушăрах вĕсен ашшĕне нимĕн ăнлантармасăр, ÿппĕн-теппĕн илнĕ те тухса кайнă. Лешĕ вара, аптраса ÿкнĕскер, ачисене те çупăрласа юлайман. Çавăнтанпа унăн ăшшине, хÿтлĕхне туйман. Вилнĕ хыççăн утмăл çул иртсен тин аякри-аякри çĕр-шывра унăн вил тăприне шыраса тупнă. Ватă çынсем аса илнĕ тăрăх поселок çумĕнчи чукун çулăн сулахай енчи масарта синкерлĕ шăпаллисене пĕр рете, пысăк шăтăка 8-10шар çыннăн ÿтне пĕрле пытарнă. Хальхи вăхăтра çав вырăна курăк пусса кайнă, йывăçсем те çăраланнă, вил тăприсем пусарăннă. Хăшĕ-пĕрисенчен палăри-палăрми тĕмеске çеç юлнă. Çапах та Михаил Федоровичăн нумай çул чĕре çумĕнче йăтса çÿренĕ чула татса антарма пултарнă...

Хĕветĕршĕн те пурнăç приговорĕ кăра пулнă. Тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайса вут мăшкăлĕ пулнă хыççăн вĕсем нушаланса хăйсен вăйĕпе хуçалăхне тирпейленĕ, ачисене выçлăхран çăлса хăварас тесе выльăхсем усранă. Анчах каллех савăнăç йăл кулман. Налук тÿлемен тесе çемьене раскулачит тунă хыççăн çурчĕпе пурлăхне çеç мар, арчине те, пир тĕртекен хатĕрне те тиесе тухса кайнă. Темиçе хĕл кукашшĕсем патĕнче хĕл каçнă хыççăн, амăшĕ, Клавдия Павловна, мăшăрсăр, пурлăхсăр юлнине пăхмасăрах çĕнĕ çурт лартас тесе çанă тавăрнă. Пиччĕшĕ салтака кайнă хыççăн вара пĕтĕмпех Хĕветĕре вăя лекнĕ. 13-14 çултах вăл аслисемпе тан колхоз ĕçне явăçнă. Вăрçă вăхăтĕнче амăшĕ окоп чавма, вăрман касма çÿренĕ Мишша пĕччен юлас мар тесе тăванĕсем патĕнче хĕл каçнă. “Халăх тăшманĕн” çемйине унта кайсан та, кунта килсен те шăл хăйранă. Вĕсем тата ытларах мăшкăл курас мар тесе ял совет таврашĕнчи çынсем мĕн хушнине пурнăçласа çеç тăнă. Пĕр ÿкерчĕке Михаил Федорович нихăçан та манаймасть.

– Ун чухне эпĕ кĕçĕн класра вĕренеттĕм. Кунĕпе витререн тăкнă евĕр çумăр лÿшкентерет. Мана ял советĕнчен анне вырăнне темĕнле вăрттăн хут тĕркемне Шăнкăртама леçме ячĕç. Сăкăтран тухса хирпе çарран утатăп. Пĕрре хăранипе, тепре шăннипе тăр-тăр чĕтретĕп, шăл çумне шăл перĕнмест. Мечĕтрен тунă кантурăн иккĕмĕш хутне хăпарса посылкăна патăм та лешсем манран шалт тĕлĕнчĕç. Эпĕ питĕ нумай укçа илсе çитернĕ иккен... – аса илет çав вăхăта ĕç ветеранĕ.

Самана саламачĕн тутине кайран та туйнă Туктинсем. Ашшĕн “çылăхĕсемшĕн” педучилищĕрен вĕренсе тухнă пиччĕшне ĕçлеме вырăн паман. Миша вара 7 класлă пĕлÿ илнипех çырлахса юлнă. Çак çемье ял çыннисем, юлташ-пĕлĕшĕ пÿрнепе тĕллесе йĕкĕлтешнине те чăтнă. Чĕре суранĕ пирчеме вăхăчĕ те сахал пулнă. Тăхăрвуннăмĕш çулсенче айăпсăр нуша тÿснисене ятран асăнсан çеç хурлăх кăштах çăмăлланнă. Халĕ, акă, иртнĕ çул Печора районĕнчи поселокранах Михаил Федорович ашшĕ ячĕпе масар çине хĕрес лартнине пĕлтернĕ. Çакă та Туктинсемшĕн ырă хыпар. Тăванĕн вил тăпри çине кайсан, малашне унăн канлĕхĕшĕн кĕл туса сăх сăхĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика