Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шăпăр-шăпăр çăвать çурхи çумăр...»

30 июля 2011 г.

«Шăпăр-шăпăр çăвать çурхи çумăр...» тесе шăрантарма юрататчĕ Лиза аппа. Аллине хут купăс тытса хăйĕн мăнаçлă сассипе “Вăрман тăрăх утса” юрра чуна пырса тивмелле юрлатчĕ. Анчах икĕ çул ĕнтĕ Лиза аппа аллине кĕвĕ инструментне тытман. Шăп икĕ çул пуçĕнчи хура тутăрне салтманни. Сăлтавĕ те пысăк унăн. Аслă ывăлĕ (Алексей Петрович) ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Хĕрарăмшăн кăкăр çумне ачашшăн пăчăртаса, утьăкка сиктерсе ÿстернĕ тĕпренчĕкне вăхăтсăр хура тăпрапа витнинчен йывăртарах хуйхă тата мĕн пур-ши; Ывăлне çухатнă амăшĕн шăпине курасран пур хĕрарăма та Турă сыхлатăр. Лиза аппан ывăлĕшĕн хуйхăракан суранĕ халĕ те пирчеймест, вăл ытла та тарăн. Сăмахăм ман Сăкăтра пурăнакан Елизавета Ивановна Казачкова çинчен. Çитмĕле çитнĕ пулсан та ĕлĕкхи вашаватлăхне хăйĕнчен ярасшăн мар-ха вăл. Халĕ те йăпăртатса утать, килти ĕçсенчен те хăраса тăмасть, наччасрах туса хурать.

Таврара чылай çын пĕлет Казачковсен çемйине. Елизавета Ивановна Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ. 12-ре амăшĕнчен тăлăха юлнăскере ури çине çамрăклах “ĕне пуснă”. Ашшĕ лесникре ĕçленĕ май яланах вăрманта пулнă, ачисене пăхма вăхăчĕ те çитмен. Амăшĕ вырăнне вара Елизавета Ивановнăшăн тăван тетĕшĕ, Василий Иванович, пулса тăрать. Вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса ÿсеççĕ. Халĕ те тăванлăх çывăх.

Елизавета Ивановнăна çамрăклах ял-йыш “шăпчăк сассиллĕ Лисук” тенĕ. Кашни концертрах ăна сцена çинче курнă, хăйĕн сассипе тĕрлĕ юрă шăрантарнă вăл. Çавăнпах пуль ĕнтĕ артистка пулас килнĕ, анчах та шăпа урăхла пÿрнĕ.

Шкул хыççăн Шупашкара сутуçăна вĕренме кĕрет. Унтан таврăнсан Патăрьелĕнчи тĕп универмагра вăй хума пуçлать. Шăпах çакăнта тĕл пулаççĕ те Елизавета Ивановнăпа Петр Алексеевич пĕр-пĕрне. Яштака та кĕрнеклĕ хул çурăмлă Сăкăт каччи чипер хĕре мăшăр тумаллах юратса пăрахать. 1964 çулта икĕ çамрăк чĕре пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Карапай Шăмăршă хĕрĕ Сăкăт ялĕн кинĕ пулса тăрать. Вăл вăхăтра Петр Алексеевич куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухнă. Елизавета Ивановна вара Патăрьелĕнчи медицина сестрисен курсĕнче вĕренет. Аллине диплом илнĕ вăхăтра аслă ывăлĕ Леша çуралать. Пĕчĕк ачапах вăл ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче медсестра пулса ĕçлеме тытăнать. 23 çул вăй хурать çак ĕçре. Ялта кĕмен кил те, пулăшу паман çын та сахал юлнă унăн. Халĕ те кÿршĕ-аршă чирлесен тÿрех Лиза аппа патне çул тытать. Вăл вара васкасах пĕрремĕш пулăшу пама тытăнать. Çакăншăнах ĕнтĕ ял-йыш ăна хисеплет, сума сăвать.

Елизавета Ивановнăпа Петр Алексеевич пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Тăватă ывăл та пĕр хĕр вĕсен, пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Килти ĕç тата пилĕк ачана воспитани парасси пĕтĕмпех Лиза аппа çинче пулнă. Хунямăшĕ–Маюк аппа–нумай пулăшнă. Кинĕпе ывăлĕ ĕçре чухне хуçалăха вăл тытса пынă.

Казачковсен ачисем те ашшĕ-амăшне хунă, пурте маттур та сăпайлă. Леша–врач-анестезиолог пулса ĕçлетчĕ, Саша–милици подполковникĕ, Коля–çул-йĕр хуралĕн ĕçченĕ, Наташа–учитель, Толя–врач-стоматолог. Сакăр мăнук халь Лиза аппан, вĕсем те малалла ăс пухма талпăнаççĕ.

Канлĕ те лăпкă ватлăх кăна кирлĕччĕ Лиза аппапа Петя тетене, анчах та çук çав... Мĕн тăвăн, пурнăç йĕрки çапла пуль, хурапа шурă яланах юнашар. 17 çул ĕнтĕ Лиза аппа мăшăрсăр тăрса юлни. Чĕре суранĕ кăшт кăна иксĕлме тытăннăччĕ, ывăлĕ вилни тепĕр хут çапса хуçрĕ ăна. Унчченхи кăлкан пек хура çÿçĕ шап-шурă пулса тăчĕ. Эпир унпа, кÿршĕллĕ пурăннă май, тăтăшах тĕл пулатпăр. Кашнинчех чунне уçса ывăлĕ çинчен аса илсе каласа парать, куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхать. Ăшă сăмахсем каласа йăпатма тăрăшсан та лăпланаймасть вăл. Юрать-ха пĕччен пурăнмасть, юнашарах кĕçĕн ывăлĕн–Толикăн–çемйи пур. Дима мăнукĕпе йăпанать, халĕ тата тепĕр мăнукпа пуянланчĕ. Пĕчĕк Леша çут тĕнчене килчĕ. Çак пурнăçăн ырă юххи пысăк хуйхине сирме пулăшасса шанас килет. Кашни уяврах Казачковсен çурчĕ умĕнче тĕрлĕ йышши машина ларать, хулари ачисемпе мăнукĕсем килеççĕ. Икĕ хутлă кермен пек пысăк çурчĕ кĕрлесе тăрать вĕсен. Кинĕсемпе кĕрÿшĕ те маттур Лиза аппан. Ватăпа–ватăлла, çамрăкпа–çамрăкла пулма пĕлеççĕ вĕсем. Куç пек пăхать вĕсене Лиза аппа. “Хирĕçÿ вăл пĕр-пĕрне хисеплемесен, пĕр-пĕринпе тавлашсан тухать вĕт. Манăн кинсем ун пек мар. Эпĕ хам та хунямапа 37 çул пурăннă. Пурнăçра, паллах, кÿренÿ, килĕшÿ те пулнă ĕнтĕ, анчах та эпир ăна шала кĕрсе чакаланма паман. Ун пек чухне эпĕ яланах пахчара е картишĕнче ĕçлесе йăпанса ирттерме тăрăшаттăмччĕ. Чунри тăвăл лăплансан, пÿрте ним пулман пекех кĕреттĕмччĕ”,–тет Лиза аппа. Чăнах та çак йĕркесене ас туса пурăнсан кашни çуртрах килĕшÿ хуçаланĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика