Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿрев нумайлăха асра юлĕ

02 марта 2011 г.

Саманан кирек хăш тапхăрĕнче те салтакра пулса çĕр-шыв тăнăçлăхне сыхланă çын хисеплĕ шутланнă. Вăл паян та çаплах. Анчах та тепĕр чухне çамрăксем хăйсен Конституци тивĕçне пурнăçлассине ăнланса çитерейменни туйăнать. Çар хĕсмечĕ пирки тĕрлĕрен сăмах-юмах илтнипех паян та салтака каяссинчен пăрăнса çÿрекенсем пур. Çамрăксем хушшинче çакнашкал проблема ан пултăр тесе Сăкăтри вăтам шкулпа ял поселенийĕ пĕрлехи мероприятисем ирттереççĕ. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Сăкăтри вăтам шкулта 9-11 класра вĕренекен пулас салтаксем ял поселени пуçлăхĕ С. Толстов, шкул директорĕ А. Падусев тата ОБЖ учителĕ Н.Тинюков ертсе пынипе Ульяновск хулинчи десантниксен 31-мĕш гварди бригадине çул çÿреве кайса килнĕ (ÿкерчĕкре). Ăшă аса илÿсем вара çамрăксенче нумайлăха упранĕç.

Инçе çула çывăх туса килнĕ ушкăна десантниксен бригадин командирĕн çумĕ И. Зайнагутдинов питĕ ăшшăн йышăннă, хăйсен кулленхи пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Пулас салтаксемшĕн курса тĕлĕнмелли, пĕлмелли пайтах пулнă. Бригада историйĕпе çыхăннă музейри экспонатсем, хăйсен территоринчи çар техники, салтаксен казарминчи пурнăçĕ, хăтлă спорт залĕ, автомат тытса сÿтсе пуçтарни, унтан персе пăхни, чăн-чăн салтак пăттине кăмăлласа çини тата ытти те кашни каччă чĕринче ырă йĕр хăварнă. Чи кăсăкли те асра юлмалли вара Сăкăт каччисем хăйсен ентешĕсемпе, çак çар чаçĕнче службăра тăракан П.Чиркин гварди прапорщикĕпе тата П.Силюков гварди рядовойпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни. Вĕсем иккĕшĕ те Сăкăтри вăтам шкул выпускникĕсем. Пулас салтаксене вĕсем шкулта вĕреннĕ чухнех хăйсене çĕр-шыв хÿтĕлевçисем пулма пур енлĕн хатĕрлеме сĕннĕ. Тăван ял, район чысне аякри çар чаçĕсенче те чун-чĕререн хÿтĕлемеллине каланă.

Тĕл пулун юлашки пайĕнче экскурсине кайнă ачасен ушкăнĕ хăйсен савăнăçне çар çыннисемпе пĕрле пайланă. И.Зайнагутдинов бригада командирĕн çумĕпе В.Латышов аслă прапорщик Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен килнĕ хăнасене асăнмалăх парнесем панă. Сăкăтсем те парăмра юлман. Ял поселени пуçлăхĕ С.Толстов хăнасене ăшпиллĕ тĕл пулушăн тав туса район гербĕпе Патăрьел районĕн энциклопедине парнеленĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика