05 мая 2010 г.
Сăкăтри Сулахай Микули çемйинче малтанхи икĕ ывăлĕ çуралсан нумаях пурăнайман, ача-пăча чирне пула часах çĕре кĕнĕ. “Турă панă–Турă илнĕ”, - тесе лăплантарнă пĕрне-пĕри çамрăк мăшăр. Анчах та 1896 çул пуçламăшĕнче çуралнă ывăлне тăруках Турра каялла парас мар, усал-тĕселе улталас тесе виççĕмĕш ывăлне Тимĕркке тесе ят панă. Чиркÿре Владимир тесе çырнă. Чăнах та Тимĕркке пĕвĕпе те, вăйĕпе те паттăр ача пулса ÿснĕ.
Хĕсмете тăма вăхăт çитнĕ çĕре Пĕрремĕш тĕнче вăрçи те пуçланнă. Тимĕркке вара тÿрех çак вăрçă вутне лекнĕ. Унта та вăл хăйĕн пултарулăхне пĕрре мар кăтартнă. Часах ун кăкăрĕ çине Георги хĕресне те çакса яраççĕ.
Вăрçă никама та шеллемест. Владимир Николаевич та пĕр çапăçура йывăр аманать, госпитале лекет. Сипленсе тухсан ăна малашне службăра тăма юрăхсăр тесе тÿрех килне яраççĕ. Владимир Николаевич Сулагаев Тăван çĕр-шыва сыхлас тивĕçне Георги кавалерĕ пулса вĕçлет.
Яла таврăнсан та çăмăл пурнăçа лекмен. Ялсенче пăтрашăну, ун хыççăн выçлăх. Çулталăк каялла çеç çемье çавăрнă Владимирпа Мария лашасăр та тăрса юлаççĕ. Часах ачасем çуралаççĕ. Выçлăх çул Илья, икĕ çултан Антип, чылай каярахран Петр ывăлĕсем çут тĕнчене килеççĕ. Çапах та йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçа малалла тăснă çамрăк çемье.
1929 çулта колхоза кĕнĕ, унта ĕçлеме тытăннă, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Ял халăхĕ хушшинче хăй те, çемйи те хисепре пулнă.
Аслă вăрçă пуçлансан 50 çула çывхаракан Владимир Николаевич хăй Тăван çĕр-шыва тÿрреммĕн сыхлама тăрайман, анчах колхозра ĕçлесе пĕтĕм вăйне çĕнтерÿшĕн панă. 1942 çулта вара Ильяпа Антипăн та салтак тумтирне тăхăнма лекет. Çемьере çул çитмен Петр çеç юлать.
Илья вăрçа 1191-мĕш гаубица артиллери полкĕнче связист пулса тытăнать. Часах ăна разведчика куçараççĕ. 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче разведчиксен ушкăнĕ заданинчен таврăннă чухне тăшман засадине лекет. Хаяр тытăçура Ильяна йывăр контузи пулать. Ăна икĕ уйăх ытла эвакогоспитальте сиплеççĕ. Ун хыççăн комисси çар сужбине юрăхлă мар тесе килне ярать. 20 çул ялта пурăнать Илья. Контузи пулни ăна нимĕнле ĕç патне те ямасть. Вăрçă чарăннă хыççăн ăна та ыттисемпе танах “За победу над Германией” медаль параççĕ. Тăватă çул иртсен вара госпитале лекичченех наградăлама тăратнă “За боевые заслуги” медаль шыраса тупать. Анчах вĕсем те ăна хавхалану кÿреймеççĕ, сывлăхĕ хавшасах çитнипе вăл 42 çула çитсен вилет.
Антип та 1942 çултах вăрçа тухса каять. Вăрçăра вăл артиллерист пулса çапăçать. Кăнтăр Хĕвел анăç фронтĕнче 525-мĕш артиллери полкĕнче, 4-мĕш Украина, 1-мĕш Украина фрончĕсенче наводчик пулса çапăçать. Вăрçа Карпат тăвĕсем çинче вĕçлет, ун хыççăн Чехословаки, Польша тата Германи çĕрĕсем çинче службăна тăсать.
Антип Владимирович кĕçĕн сержант нумай орден-медале тивĕçнĕ.
Мирлĕ вăхăтра та вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе хисеп çĕнсе илнĕ. Колхозник, колхоз правлени членĕ, ялти пушар дружинин начальникĕ, налук агенчĕ, 1950 çулхи раштав уйăхĕнчен–ял Совет председателĕ. 12 çул ĕçлет вăл çав яваплă должноçра. Ялшăн, ял халăхĕшĕн чылай палăрмалла лайăх ĕçсем туса хăварать çак тапхăрта. Колхоза, ял Советне Патăрьелпе пĕрлештерсе пысăклатсан, Антип Владимировича Шупашкара партипе совет шкулне вĕренме яраççĕ. Унта виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн парти райкомĕнче инструкторта ĕçлет. 1968 çулта ăна колхоз председательне суйлаççĕ. Тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Антип Владимировича “Хисеп палли” орденпа наградăланă.
Çапла çĕр-шыва сыхланă, мирлĕ пурнăçра ĕçленĕ Владимир Николаевич Сулагаев тата унăн икĕ ывăлĕ.
Виççĕмĕш ывăлĕ Петр мирлĕ вăхăтра Лăпкă океан флотĕнче хĕсметре тăнă.
Антип Владимирович хăйĕн мăшăрĕпе –Лидия Никифоровнăпа–4 ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Аслă ывăлĕ –Владимир запасри капитан. Валерийпе Станислав та салтакра лайăх енĕпе çеç палăрнă. Анатолий Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Ульяновскри çар училищинче пĕлÿ пухнă. 1956–1980 çулсенче Инçет Хĕвел тухăçĕнче, 1980–1984 çулсенче Германинче службăра тăнă, 1985 çултанпа Белоруссинче. Вăл подполковника çити ÿсет. 2008 çулта полк командирĕн должноçĕнчен отставкăна тухать. Халĕ Белоруссинче пурăнать.
Çапла Сулагаевсен аслă икĕ сыпăкĕ–Владимир Николаевичпа унăн икĕ ывăлĕ –Ильяпа Антип–Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе нимĕçсемпе çапăçнă, виççĕмĕш сыпăкăн представителĕ–Анатолий–4 çул нимĕçсен мирлĕ пурнăçне хÿтĕленĕ.
Çакна та каласа хăварар. Сăкăтра полковника, подполковника çитнĕ çар çыннисем сахал мар. Вĕсенчен пысăк должноçсенче ĕçлекенсем те пур. Борис Дмитриевич Прохоров полковник Генеральнăй штабра пай пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, Вячеслав Петрович Гусаров полковник халĕ те Генеральнăй штабра ĕçлет, Сергей Федорович Тинюков подполковник Казахстанăн Генеральнăй штабĕнче тыл пайне ертсе пынă, унтанах отставкăна тухрĕ. Сăкăтсем дивизи командирĕн çумĕ пулнă Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ Порфирий Герасимович Кариков полковникпа тивĕçлипе мухтанаççĕ. Анчах та полк командирĕ пулса службăра тăраканни Анатолий Антипович Сулагаевсăр пуçне урăх пулман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)