Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет

27 февраля 2010 г.

Сăкăтри вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Ф. Ахмадеева темиçе çул каярах районти учительсен августри канашлăвĕнче «Вĕренекенсене литература урокĕнче кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парасси» темăпа тухса калаçни халĕ те куç умĕнче. Ĕçре усă куракан вырăнти тĕслĕхсене илсе кăтартнăччĕ вăл ун чухне. Педагог урока пурнăçпа çыхăнтарни ăна тепĕр хут тĕл пулсан та çирĕпленчĕ.

Пуçарулăхĕ çителĕклех Фердания Шайхулловнăн. Вăл тăрăшнипех районта иртекен наукăпа практика конференцине тутар чĕлхипе тата литературипе тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлесе тăратма пуçăнчĕç. Районти методика пĕрлешĕвĕнче миçе хутчен ырă сĕнÿсем паман-ши; Кăтартуллă уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерессипе хастар. Вĕсенче аслă шкулти чăваш чĕлхипе литература кафедрин ĕçченĕсем, Тутар Республикинчи пĕр районти тата Хусанти учительсен ушкăнĕсем те пулса курнă. Хăйĕн ăсталăхне ыттисемпе пайлас тĕллевпе Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи семинарта «Уроксенче компьютер технологине усă курасси» темăпа тухса калаçнă. Чăнах та, компьютер çĕнĕлĕх мар Ф. Ахмадеевăшăн. Ку енĕпе 2005 çултах Хусанта курсра пулнă вăл. Професси ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе вĕрентÿ технологийĕнче Раççейри малта пыракан учительсен ĕç ăсталăхне тишкерсех тăрать.

Районти ăста педагогсен урокĕсене те сахал мар çÿрет Фердания Шайхулловна. Шăнкăртамри вăтам шкулти Г. Абейдуллова, Турханти О. Ефимова, Тутар Сăкăтĕнчи Г. Айзатуллова патĕнче пĕрре мар пулнă вăл. Тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе «Халăх шкулĕ» журнала, «Уçă урок», «Учительская газета», «Первое сентября» хаçатсене çырăнса илет.

«Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса та хутшăннă Ф. Ахмадеева. Туçари вăтам шкулта ирттернĕ «Вĕрентÿ учрежденийĕнче педагогика технологине эффективлă ĕçе кĕртмелли лайăх модель» конкурсра палăрса районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.

Шкулта çулленех предмет олимпиадисем иртеççĕ. Тутар чĕлхипе литература эрнинче вĕсен йăли-йĕркине ытти вĕренекенсен умне кăлараççĕ. Наци апат-çимĕçне хатĕрлеççĕ, вăййисене выляççĕ. Тĕрри-çĕввипе те паллаштараççĕ.

Тутар чĕлхипе литература кабинетĕнче мĕн кирли пурте пур. Яланах шыравра Фердания Шайхулловна. «Тутар чĕлхин фразеологийĕ» курс программине тунă вăл. Тутар чĕлхипе литература учителĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн членĕсем унăн «Хĕрарăм сăнарĕ тутар писателĕсен произведенийĕсенче», «Паллă ячĕ» урокĕсене пысăка хурса хакланă. Районти учительсене аттестацилекен комисси членĕ пулнă май, педагогсен урокĕсене çÿресе сахал мар ырă сĕнÿсем панă.

Компьютер, электронлă ресурссем яланах алă айĕнче педагогăн. Вĕсемпе урокра усă куратех. «Тутар чĕлхи», «Тутар халăхĕн йăла-йĕрки», «Литературăллă Хусан», «Искусство», «Тутар фольклорĕ» электронлă кĕнекесем пур. Поэт-писатель автобиографийĕсемпе дисксем упранаççĕ. Вĕсемпе усă курса вĕренекенсем рефератсем те çыраççĕ.

Тăрăшуллă ĕçĕн çимĕçĕ те пурах. Фердания Шайхулловна хатĕрленĕ вĕренекенсем районти конкурссемпе олимпиадăсенче сахал мар малти вырăнсене тухнă. Р. Абдулвалеева, Л. Ахмадеева – республика шайĕнчи призерсем.

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пырать Ф. Ахмадеева. Çавна пулах предмета тĕплĕн алла илеççĕ вĕренекенсем. Пĕлÿ шайне хаклакан вăтам балл çулсерен ÿссе пырать.

Ĕçри çитĕнĕвĕсем пуртан, юлташĕсен хисепне тивĕçнĕрен Фердания Шайхулловнăна Президент грантне илме тăратнăччĕ. Комисси вырăна хучĕ çакна. Вĕрентÿ ĕçне тивĕçлипе тÿпе хывнине, маçтăрлăха мала хурса призерсен шутне кĕртрĕ. Çакăнта коллектив тÿпине те курать Ф. Ахмадеева.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика