25 апреля 2009 г.
Православи тĕнне ĕненекенсем аслă уяв – Мăнкун эрнине паллă тăваççĕ. Сăкăтсем ăна ватти те, вĕтти те пĕрле уявлаççĕ. Çак сăлтавпа ялти тĕслĕх библиотекинче ятарласа Христос чĕрĕлнĕ ятпа Мăнкун эрнин вулавне йĕркеленĕ. Вулавăша ачасем те, аслисем те çÿренĕ, тĕн йăли-йĕрки, Мăнкун уявĕн историйĕ çинчен калакан кĕнекесемпе паллашнă, сăвă калакансен конкурсĕнче савăннă.
Юлашкинчен Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Вениамин атте Мăнкун эрнине хастар хутшăннă çынсене пил панă. Шкул ачисене вара вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырса ырă кăмăллă çын пулса çитĕнме пилленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)