01 октября 2008 г.
Ялта ăна тĕрлĕрен чĕнеççĕ: хăйĕнчен аслисем Лидя, кĕçĕнреххисем Лидя аппа теççĕ, Лидия Васильевна тесе хисеплекенсем те чылай. Çынпа хутшăннă чухне çак хĕрарăм чунне уçса калаçать. Çавăнпах ĕнтĕ унăн пичĕ çинче яланах ăшă паракан кулă.
Кашни кунах хĕвелпе пĕрле ура çинче Сăкăтри Кузнецовсен çемйи. Ирхи ĕçсене иртерех вĕçлесе вĕсем мăшăрĕпе, Петр Петровичпа, васкавлăн лашисене кÿлеççĕ те иккĕшĕ икĕ еннелле халăхран сĕт пуçтарма каяççĕ. Вăхăтĕнче дояркăра, çул-йĕр ăстинче ĕçлесе самаях пиçĕхнĕ алли-ури паян канлĕх памасть пулин те, Лидия Васильевна хăнăхнă ĕçре хăйне валли канлĕх тупать. 25 çул ытла халăхран сĕт пуçтарать вăл. Районта та çак ĕçре чĕрĕк ĕмĕр ĕçлекен çук-тăр. Хăйĕн клиенчĕсемпе пĕр чĕлхе тупать, пуринпе те шăкăл-шăкăл калаçса çеç тăрать. Акă, пĕрин сĕчĕ çăра та тутлă, вăл ăна пахаламасăр хăвармасть, тепри кулленех 20-30 литр продукци сутать. Унăн ĕçченлĕхне, ÿркенменлĕхне те палăртать. Вăл ĕçлекен участокра Ю.Чиркин, А.Кузнецов, И.Чермасова хуçалăхĕсем шăпах харсăр çемьесем. Икшер ĕне усраççĕ вĕсем.
Çапла вара ирхи сăвăмран Лидия Васильевна “Красное знамя” хуçалăх валли халăхран кашни кунах пĕрер тоннăна яхăн сĕт пуçтарса парать.
– Ватă мар-ха эпĕ, 61 çулта çеç. Сывлăх пулсан ял халăхĕпе çыхăнăва татасшăн мар, – шÿтлерех пĕтĕмлетрĕ калаçăва Лидия Васильевна Кузнецова сĕт пуçтаракан.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)