Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекене юратни Мускава çитернĕ

13 сентября 2008 г.

Сăкăтри Ильинсен çемйипе хаçат вулакансене халиччен пĕрре çеç мар паллаштарнă эпир. Кашнийĕнчех мĕнле те пулин конкурс çĕнтерÿçисем пулаççĕ вĕсем. Ку хутĕнче те района савăнăçлă хыпар çитрĕ.

Çемье Пĕтĕм Раççейри “Манăн çемье библиотеки” конкурса хутшăннă. Ăна Мускаври ХХI Тĕнче кĕнеки выставкине тата Çемье çулталăкне халалланă. Конкурса Раççей Федерацийĕнчи 50 регионтан 200 ытла ĕç тăратнă. Вĕсенчен жюри çĕнтерÿçĕсене пилĕк номинаципе палăртнă. Вăл шутра – Новосибирскинчи Фомичевсен, Тверьти Неробеевсен, Кемерево облаçĕнчи Гурьевск хулинчи Черепенниковсен, Владивостокри Мусихинсен çемйисем. Ильинсен çемйи вара “Çемьепе вулатпăр” номинаци çĕнтерÿçи пулнă. Чăн-чăнах хастар вĕсем ку енĕпе. Çемье библиотекине кĕнекесемпе те пуянлатса пыраççĕ.

Ильинсен çемйи Мускав хулине сентябрĕн 2-мĕшĕнче ирпе çитнĕ. Вокзалта вĕсене конкурса йĕркелекен комитет представителĕ кĕтсе илнĕ. Каçхине 17 сехетре вара çĕнтерÿçĕсен тĕл пулăвĕ иртнĕ. Унта конкурс йĕркелÿçисем тата “Эхо Москвы” радиостанци представителĕсем хутшăннă.

Пĕтĕмлетÿ мероприятийĕ вара сентябрĕн 3-мĕшĕнче пулнă. Пĕтĕм Раççейри выставка Центрĕн 57-мĕш павильонĕ умĕнче выставка уçăлнă. 13 сехетре пĕрремĕш конференц залра çĕнтерÿçĕсене чысланă. Уява ертсе пыраканĕ çемьен кашни членĕпе уйрăммăн паллаштарнă. Вĕсен пултарулăхĕсене палăртнă. Унтан регионсенчи телекомпанисем хатĕрленĕ çемье презентацийĕсене кăтартнă. Чысланă самант вара пурне те хумхантарнă. Кашни çемье сцена çине тухса илемлĕ Дипломпа приз: ятлă экслибрис тата паха кĕнекесем илнĕ. Чылай издательство хăйсен призĕсемпе, кĕнекисемпе чысланă.

Каçхине Музыка театрĕнче “Çулталăк кĕнеки” конкурс çĕнтерÿçисене чысланă, гала-концерт пулнă. Кунта килнисен пурин те кăмăлĕсем тулнă.

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче çемьесем Мускавпа паллашнă: Кремле, мавзолея, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин музейне, ытти вырăнсене çитсе курнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика