13 августа 2008 г.
Çĕр çине пурте пурăнма килнĕ пулин те, кашни çыннăн шăпи ăрасна. Камшăн вăл ĕмĕр тăршшĕпе асамат кĕперĕн тĕсĕсемлĕ чечексем хушшинче евĕр иртет. Теприсем пурнăçа сыпăнтарса пырассишĕнех ĕмĕрлеççĕ. Сăкăтри Анатолий Иванович Черновăн пурнăçĕн малтанхи пайĕ – çамрăклăхĕ – çăмăлах иртмен. Сак тулли ача-пăча çитĕннĕ вĕсен çемьере: Петя, Станислав, Юрий, Алексей, Алена. Анатолий вара вĕсенчен чи асли пулнă. Çавăнпа та çемье нушине, проблемине ашшĕ-амăшĕ ытларах аслă ывăлĕпе пайланă. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ хыççăн пушшех Анатолие пурнăçа урăхла куçпа пăхма хистенĕ.
Çар хĕсметĕнчен килнĕ хыççăн хăйĕнчен кĕçĕн шăллĕсене, йăмăкне ашшĕ вырăнĕнче юлса специальность илме пулăшнă. Паян вĕсем пурте пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă. Пĕр тăвансем хушшинче механик та, вăрман улпучĕ те, экономист та, суту-илÿ ĕçченĕ те пур. Виççĕшĕ ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсен ĕç династине Анатолий Ивановичăн Алексейпа Николай ывăлĕсем малалла тăснă, çак аслă шкултах агроном специальноçĕпе диплом илнĕ. Мăшăрĕсем те аслă пĕлÿллĕ, иккĕшĕ те педагог.
Паян Черновсен çемйине чăнах та ĕçпе илемлĕ теме пулать. Хăйсен йышĕпе вĕсем икĕ гектар çĕр çинче тĕрлĕрен культура çитĕнтереççĕ. “Иккĕмĕш çăкăрĕ” çеç пĕр гектар! Унсăр пуçне хуçалăхра выльăхĕ те çителĕклех: ĕне, икĕ вăкăр, 12 сысна, картиш тулли хур-кăвакал...
Кил хуçисен тата хăйсен тĕп ĕçĕ те пур. Анатолий Иванович 31 çул ĕнтĕ “Красное знамя” хуçалăхра водительте тăрăшать. Кирек мĕнле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн килти архивĕнче тĕрлĕ шайра ăна чысласа панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем пайтах: пилĕк-çуллăхсен, коммунизмла ĕç ударникĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи... Вăл хуçалăхра 15 çул ревизи комиссийĕнче ĕçленĕ, райпо уполномоченнăйĕ, профсоюз енĕпе тĕрĕслев инспекторĕ пулнă. Урăхла каласан, тĕп ĕçсĕр пуçне обществăлла пурнăçра та яланах хастарлăх кăтартнă. Мăшăрĕ – Елена Петровна малтан 15 çул суту-илÿ системинче тимленĕ, халĕ ялти садикра воспитательница çумĕ пулса ĕçлет.
– Кирек мĕнле ĕçе те кăмăлтан пурнăçлама хăнăхнă эпир. Хамăр валли пулсан та, çын валли тесен те. Çавăнпа пурте кал-кал пулса пырать тесе шутлатăп, – кăмăлтан паллаштарчĕ пире кил хуçи хăйсен çем-йипе. Малашне те ĕмĕтленни çитсе пытăрах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)