09 августа 2022 г.
Çак сăмахсене Шăхачра пурăнакан Галина Григорьевна Таганова мăнаçланса, хăпартланса каларĕ. Ачаран пĕр ялта ỹссе çитĕннĕ юратнă мăшăрĕпе Николай Порфирьевичпа пурнăç сукмакне такăрлатма пуçлани сахал мар вĕсен, нумай пулмасть 50 çул çитрĕ. Çак тапхăрта хура-шурне те сахал мар черетлеме тивнĕ пулин те ĕмĕр тăршшĕпе хавхалантарса пыракан таса туйăм мăшăра йывăрлăхсене парăнтарма, çемьене тĕреклетме пулăшса çеç пынă.
Йышлă ачаллă çемьере çамрăклах ĕçпе пиçĕхнĕ Галина ашшĕпе амăшне пĕринчен тепри пĕчĕк тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерме çăмăлах пулманнине туйнă, Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Чулхулари автозавода кайнă. Çамрăк хĕр ача унта тĕпленсе нумаях ĕçлеймен, каялла тăван яла таврăннă, тỹрех пысăк вăй-хăватпа кĕрлекен Шăхачри йывăç япаласем туса кăларакан комбинатри сĕтел-пукан тăвакан цеха прессовщицăна вырнаçнă. Çемье архивĕнче упранакан ĕç кĕнеки çинче пĕртен-пĕр пичет тесен те юрать. 35 çул комбинатра тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса Галина Григорьевна коллективра пысăк чыс çĕнсе илнĕ, унăн сăн ỹкерчĕкĕ тăтăшах Хисеп хăми çинче вырăн тупнă, вăл чылай парнене, тĕрлĕ шайри грамотăна тивĕçнĕ.
Пĕр туйăмлă икĕ чĕрешĕн çут тĕнче яланах илемлĕ. Галинăпа Николай Тагановсемшĕн те çаплах. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн пĕрремĕш, çав вăхăтрах юлашки юрату та темелле. Ахальтен мар ĕнтĕ çартан таврăннă каччă хăйĕнчен пилĕк çул кĕçĕн чиперккене аякка вĕçертмен. Çемье çавăрас ыйту патне çитсен, паллах, калаçу кăштах йывăрланнă. Мĕншĕн тесен ун валли сăлтавĕ те пулнă. Тăлăх Николайшăн чăваш йăли-йĕркипе туй кĕрлеттерме çăмăлах пулманни каламасăрах паллă. Çапах та каччăн пĕр тăванĕсем мĕн пур йывăрлăха пĕрле пайланă, туй тунă, Зина аппăшĕ ашшĕпе-амăшĕ вырăнне пил панă, çамрăк çемьене таса туйăма, тăванлăха ĕмĕрĕпех упраса пурăнма, кил-çурт никĕсне аталантарма ырă суннă. Пурнăçра вара вĕсене пил сăмахĕ çитнĕ, çаплах пулса тухнă.
- Эпĕ çак киле кин пулса килнĕ чухне мăшăрăн çемйинче пилĕк ачаччĕ, пĕри салтакра пулнă: Леня, Зина, Валя, Володя, Федя, Наташа. Шкула çỹрекен тăватă йăмăкĕпе шăллĕ (ыттисем те çавах) мана тỹрех амăшĕ вырăнне йышăннине туяттăм. Хам ăшра вĕсене хĕрхенсе йĕреттĕм... Туй хыççăн тепĕр кунхинех мăшăрăмпа тăлăха юлнă пысăк çемьене, пĕр тăвансене мĕнле те пулин вăй çитерсе тытса тăрасси, тăрантарасси, тумлантарасси пирки шутлама пуçларăмăр. Вĕсене нихăшне те уйăрса яма шутламан, пурне те хамăр ачасем пекех юратса çитĕнтертĕмĕр, аслă çул çине кăлартăмăр, çемье çавăрма пулăшрăмăр. Паянхи кун та вĕсем пире çакăншăн чун-чĕререн тав тунине илтме кăмăллă, паллах, - пăлханса пуçларĕ хăйĕн калаçăвне виçĕ ача амăшĕ, ултă тăлăха мăшăрĕпе хăйсен хỹтлĕхне илсе ỹстернĕ ырă кăмăллă кил хуçи хĕрарăмĕ.
Паян ылтăн хапха умне çитсе тăнă мăшăр ачисемпе çеç мар, мăнукĕсемпе те савăнать. Вĕсем икĕ хутлă çурт лартнă. Хуçалăхĕ тĕреклĕ те хăтлă. Кăтартуллă та ырă çемьере ашшĕ ыраш хăмăлĕ, амăшĕ унăн кăмăлĕ теççĕ. Тагановсем те пурнăçра яланах пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, пулăшса параççĕ. Çемье пуçлăхĕ Николай Порфирьевич пуриншĕн те пысăк тĕрев пулни те хавхалантарать. Ылтăн алăллă, ырă кăмăллă вăл, ăна чăнах та Турă çуралнă чухнех çамкинчен чуп тунă тейĕн. Кил-çурта çĕнетес ĕçсене ытларах хăй пурнăçлать, айккинчен ăстасем килсе туса парасса кĕтмест. Ури çине çамрăклах ĕне "пуснăран-ши" унпа канашлама та, пулăшу ыйтма та çăмăл.
Николай Порфирьевич та мăшăрĕ пекех чылай çул Шăхачри йывăç япаласем кăларакан комбинатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çамрăк чухне Оренбург облаçĕнче тракторист-машиниста вĕренсе тухса ĕç стажне унта пуçланă. Кайран Казахстанри çерем çĕрсене уçнă çĕре те хутшăннă. Виçĕ çул çарта пулнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта хими комбинатне тунă çĕрте ĕçленĕ. Юлашкинчен вара тăван яла килсе тĕпленнĕ. Çемье пуçлăхĕ те мăшăрĕ пекех килте шăв-шав кăларма, кирлĕ-кирлĕ маршăн харкашма юратмасть. Яланах пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнма тăрăшаççĕ вĕсем. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсемсĕр пуçне общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ. Галина Григорьевна мĕн ачаран ĕçлеме çеç мар, юрлама та юратнă. Телее, Шăхачра "Умарина" ансамбль йĕркеленни унăн кăмăлне тивĕçтернĕ пекех туйăннă. Вăл - унăн хастар членĕ. Маларах вăл икĕ хутчен те ял тăрăхĕн депутачĕ те пулнă. Ял-йышра яланах хисеплĕ те сумлă çак мăшăр. Ахальтен мар ĕнтĕ Мăшăрлану керменĕнче йĕркеленĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Галина Григорьевнăпа Николай Порфирьевич Тагановсене "Юратушăн тата шанчăклăхшăн" ("За любовь и верность") медаль парса чысларĕ. Вĕсем - çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ мăшăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)