Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куккук 100 çул пурăнма пилленĕ

26 ноября 2021 г.

97-ри Элекса аппа кăçал та хĕрĕпе пĕрле çĕр улми кăларнă. 95-ччен вăл сывлăх енчен аптăранипе больницăра выртса курман. 8 ачаран 7-шне килĕнчех çуратнă. Мĕнрен-ши чăваш хĕрарăмĕ, хурçăран-и? тимĕртен-?... Нушине те сахал мар курнă-çке - 18-та окоп чавма та кайнă. 

Сталин сăмсине катнă

Александра Мрелькина - Патăрьел районĕнчи Шăхачра усĕмĕпе чи асли. Вăл çак ялтах çуралса уснĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче вăй питти хĕре ял халăхĕпе пĕрле Улатăр районне хутĕлев чикки тунă çĕре янă. Ашшĕ Куçма та пĕрле пулнă ун чухне. Окоп чавакансене çуран çитме каланă. Каç пулсан çынсем ĕшнере çĕр каçнă та малалла утнă. Çул çинче 2 кун иртнĕ. «3 уйăх киле килмесĕр ĕçлерĕмĕр. Мунча кĕмен,кĕпе-йĕме çуса тăхăнайман. Пыйтă, кăрчанкă /кĕçĕ/ ерчĕ. Пĕтĕм ут-пу кĕçĕтетчĕ. Эпир хваттерте ирçесем патĕнче лайăх çĕрте выртса тăтăмăр, платти çине хамăрăн япаласене хурса çывăраттăмăр. Ĕçленĕ çи-пуç пур чухне те типсе ĕлкĕрейместчĕ. Ĕçе çитме сĕре инçех марччĕ. Шартлама сивĕсем çитсе тăчĕç. Тăм илнипе пит хут пек шуралатчĕ. Алăсем пăр татки пекчĕ. Алсишĕсем хальхи пек хулăннисем пулман, çуп-çухеччĕ. Çĕре лумпа та такканă, наçилккапа та йăтнă. Чăт.ма çук йывăрччĕ, çапах эпир тарман, хăранă, хушнине пурнăçланă. Колхозран лав килетчĕ, апат леçетчĕ, анне те çимелли парса яратчĕ. Ĕçе кайиччен е унтан таврăнсан хамăр пĕçереттĕмĕр. Асапланнипе нумай йĕнĕ. Халĕ те аса илсен куççуль тухать. Иттуш пурăнатăп вĕт»,- макăрмасăр калаймасть кинемей. Окоп чавнă вăхăтра Элекса аппа чирлесе курман. Улатăр районĕ.нчен киле кайма лашапа пырса илнĕ вĕсе.не. Халтан кайнă çынсемшĕн чăн-чăн савă.нăç пулнă ку.

Куçма окоп чавнă çĕрте нумаях ĕçлеймен, фронта чĕннĕ ăн.ĕ 1900 çулта çуралнăскер хăйĕн ĕмĕрĕнче унччен те вăрçă курнă. Тă.ван çĕршывăн Аслă вăрçинчен те вăл чĕрĕ таврăннă, 92 çулччен пурăннă.

«Вăрçă вăхăтĕнче мана таçта та илсе кайнă. Вăрман та каснă, конюхра та ĕçленĕ, вăкăр кулсе те çуренĕ. Çемьере эпĕ асли пулнă. Анне 8 ача çуратнă. Вĕсене устерме асанне пулăшнă. Ĕне усранă эпир. Крах.мал пуçтарма чупаттăмăр тата. Çавă пире выçлăхран вăйлă çăлчĕ. Витрепе йăтаттă.мăр. Сортласа хураттăмăр, - терĕ Александра Кузьминична..- Кĕркунне мунчара е пуртре улах лараттăмăр. Анне пире арлама çăм мар, чупĕк /сус/ парса яратчĕ. Каччăсем ашкăнатчĕç те çăма тивертсе çунтаратчĕç, чупĕке çавăрса çапатчĕç».

Окоп чавса килнĕ хыççăн хĕре Мускав облаçне завода ĕçлеме янă, сукна пĕветнĕ вăлĕ.Ялти нумай çамрăк тăрăшнă унта. Çав йышра Шăхачри тăлăх каччă Михаля та ĕçленĕ. Амăшĕ ăна çуратнă хыççăн 3 эрне.рен çут тĕнчерен уйрăлнă. Арçын ачана кум.мăшĕ пăхса устернĕ. Заводра ĕçленĕ чух.не Михаля çип тĕрки вăрласа тухнă та хуме урлă ывăтнă. Ăна илме тухнă чухне йĕкĕте милици ярса илнĕ. Михаляпа пĕрле тепĕр яш та пулнă. Иккĕшне те хупса хунă. Хайхи.скерсем çавăнта темле майпа Сталин бюст.не укернĕ те сăмсине катса пăрахнă. Кун.шăн пушшех те каçарман вăл вăхăтра. Чă.ваш каччисем никам куриччен-сисиччен сăм.сана çыпăçтарса хунă. Мĕнпе май килтерни.не халĕ тавçăрасси çеç юлать.

8 ачи - урайĕнче

Конюхра ĕçленĕ чухне Элексăна йывăç тирпейлекен комбината хăма çурма куçарнă. Кайран каялла илсе килнĕ. Анчах комбина.тран хăйĕн ирĕкĕпе тарнă тесе хĕре ирĕкрен хăтарнă, 4 уйăхлăха ăна хальхи колони- поселени пек яла, вырăссем пурăннă çĕре, янă. 1945 çулхи авăн уйăхĕнче, çумăр çунă кун, ристансем тырă вырма тухман. Мăйăр вăйлă пулнă - та Элекса ял çумĕнчи вăр.мана кайнă. Мăйăр татса килнĕскер урамри çынсемпе калаçса тăнă. «Такам патне пере.дача илсе килеççĕ-тĕр», - тенĕ пĕри ура¬па утса килекен арçынна асăрхаса Ку Куçма пулнă Вăл хĕрне курма килнĕ Александрăшăн савăннипе ыттисем те йĕнĕ Ашшĕ çĕр каçса кайнă Элекса çав ялта нумаях пурăнман, амнистипе киле таврăннă.

Михаилпа Александра Мрелькинсем 1948 çулта пĕрлешнĕ. 3 ывăлпа 5 хĕр çуратнă вĕсем. Мăшăрăн пурăнмашкăн пурчĕ те пулман малтанах. Вĕсем пысăк укçаллă ĕçре вăй хуман, кочегарта, кĕтуçре, тирпейлуçĕреĕĕĕ тăрăшнă. Пурт лартма вăрмана кайса пура хатĕрленĕ-ха Анчах налук тулеменшĕн парăм пуçтарăннă тесе пурана илсе кайнă. Михаляпа Шура витере те пу.рăннă. Пĕр ачи çавăнтах çуралнă. Хĕлле тă.ванĕсем патне икĕ пепкипе пурăнма кайнă. Каярах 3 ч.уечеллĕ пĕчĕк пурт туса лартма мехел çитернĕ мăшăр Хапха пулман. 8 ачи урайĕнче çывăрнă. Куршĕ хĕрарăмĕ те упăшкинчен тарса ачи-пăчипе вĕсем патĕнче çĕр каçса кайнă «Эпир аттепе анне вăрçăннине курман, пире те ятламан. Хăнана кайсан та хăйсене йĕркеллĕ тытатчĕçĕ .уерехпе эпир, пилĕк пĕртăван, фермăра ĕçлеттĕмĕр. Атте кĕту кĕтнĕ. Апата киле пыратчĕ. Анне ву.чахра пысăк хуран çакса яшка пĕçеретчĕ. «Хăçан çăвар тулли çăкăр çиетпĕр»?- тесе йĕретчĕ анне/ Эпир ĕçлеме тытăнсан тинех унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ/ Колхоз тырă нумай пачĕ ниçта хума çук, крыльца тăрăх тырă михĕре ларать, лупас айĕнче ларсем туп- тулли.ĕ Кайран пĕртăвансемпе укçа пуçтарса пысăк пурт лартрăмăр, тинех çынсем пек пурăнма пуçларăмăр. Качча кайнă, авланнă чухне туй тума хамăр укçа ĕçлесе илтĕмĕрĕ.Атте-аннене, «Чухăн пулсан мĕншĕн çавăн чуль ача çуратнă.» - тесе нихăçан та упке¬лемен, - каласа пачĕ аслă хĕрĕ Маня. - Халĕ мунча та ĕлĕкхи пирĕн пуртрен пысăк. Çавăн пек хĕсĕк çĕртех урок та тунă, краççын лампин çутипе те вуланă».

Килĕнче кинемей хăйĕн валли мĕнле те пулин ĕç тупатех, урама та тухать. Хĕрĕпе Маньăпа вутă та татнă вăл, çулла çум та çумлать. Хăлхи аван илтет унăн, 4 класс вĕреннĕскер хаçат-журнала куçлăхсăр вулать. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас текенсене е пул.транпа, е сертепе, е вĕлтĕренпе пĕçернĕ салма яшки çиме каларĕ.

Вĕсен пахчи хыçĕнчи пысăк йăмра çинче куккук каçăхса кайса авăтнă. Элекса аппа пырса йывăçа ыталанă та кайăкран миçе çул пурăнассине ыйтнă, 100 хутчен авăтнă куккук. Апла тăк вăл пĕр ĕмĕр урлă каçатех.

Кăçал чук уйăхĕн вĕçĕнче Александра Кузьминичнăна Сăр тата Хусан хутĕлев чиккисен строительстви пуçланнăранпа 80 çул çитнине халалланă медальпе наградăланă.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика