15 ноября 2019 г.
ЮЛАШКИ вăхăтра районти старостăсен пĕлтерĕшĕ, вăйĕ калама çук пысăк. Куç ỹкни ан пултăр та, чылай ялта обществăшăн чунне парса тăрăшакан çак хастарсем ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем вара хăйсем енчен вырăнти халăха кар тăрса ĕçе пурнăçланăшăн тав тăваççĕ. Çак кунсенче Шăхачри Николай Узюкин староста ял çыннисен ячĕпе ăшă сăмах калама хаçат редакцинех килчĕ. Кĕркунне çеç вĕсем пĕрлехи вăйпа ялти тăватă масара та хăрăк-туратран, çỹп-çапран тасатнă. Субботниксене çемьерен икшерĕн хутшăнакансем те пулнă. 82 çулхи П. Метлов ĕç ветеранĕ те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ, вăл пĕринчен те ял-йышран айккинче юлман. Ялта пĕчĕк урамсене хăйсен вăйĕпе тирпейлесе тăнине те палăртрĕ староста. Сигачинская касса çулсеренех А. Ляпкин пуçарулăхĕпе путăк-шăтăксене тикĕслесе тăраççĕ. Абамзинская текен урамра та Сулагаевсем хăйсен тракторĕпе çийĕнчех айлăмсене вак чулпа тикĕслеççĕ. Ушкăн ĕçĕ вара сумлă та, хисеплĕ те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)