21 июня 2019 г.
Йышпа тăрсан кăткăсем те çĕлене çĕнеççĕ, тенĕ ваттисем. Пурнăçра та ушкăнпа тунă ĕç сумлă та, хисеплĕ те, асра та юлать.
Çулталăк каялла эпир Шăхач халăхĕн вăйĕпе, хастарлăхĕпе пысăк ĕçе пуçăнтăмăр, масар çинчи кивĕ çурт вырăнне çĕннине лартма шутларăмăр. Ырă пуçарăва ял-йыш хирĕç пулмарĕ. Çавăнпа та ял хавалĕпе тăвакан ĕç малтанхи кунтан пуçласах кал-кал та ăнăçлă пулса пычĕ. Паян тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăна килсе пуç тайма, чечек кăшăлĕсем хума та кăмăллă. Йĕри-тавра тирпейлĕ, таса, пăхма та кăмăллă. Турханти чиркỹ настоятелĕ Петр протоиерей масарта канлĕх тупнă тăванăмăрсене асăнса кĕлĕ ирттерчĕ, пỹрте сăвапларĕ, ăна пĕрлехи вăйпа малашне те тирпейлĕ те сумлă тытма сунчĕ.
Çак савăнăçа ял халăхĕпе пĕрле пайлама чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Кунта кашни çын хăйĕн тỹпине хывнă темелле. Сăмах май каласан, халăх вăйĕпех масар çинчи икĕ хапхана та çĕнетрĕмĕр. Ял çыннисене тав тума сăлтавĕ пысăк. Çветтуй Троица умĕн, вилнисене асăнмалли шăматкун, ялти ватти-вĕт- ти çеç мар, аякран килнĕ ентешĕмĕрсем те Шăхач масарне тăванĕсен вилтăпри умĕнче пуç тайма пуçтарăнчĕç. Пирĕн пĕрлехи ĕçе чăн малтан çавăн чухне хак пачĕç те. Тĕрĕссипе вара масара тата унăн территорине тирпейлĕ те таса тытса тăрасси такам умĕнче хăпартланмалли ĕç мар, вăл пирĕн кашнийĕн тивĕçĕ. Мĕншĕн тесен вăхăт çитсен пурте çак вырăнта канлĕх тупатпăр.
Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрасшăн. Çак ыйтăва район администрацийĕ шайĕнче сăнаса, йĕркелесе тăни те вырăнсенче пысăк улшăну тума, тирпей-илеме кирлĕ шайра тытса тăма май парать. Çавăнпа та çак ыйтупа пирĕн малашне те кар тăрсах ĕçлеме тивĕ.
Н. УЗЮКИН, ял старости
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)