Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату - пурнăç, пурнăç- кĕрешỹ

14 июня 2019 г.

"Паллах, пурнăç тăршшĕн виçи пысăкланни ытларах чухне лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвне пурăнакан вырăн хутлăхĕнчех илме май пулнинчен килет. Виçĕ сыпăклă сывлăх сыхлавĕ -пуçламăш сыпăкран тытăнса пысăк технологиллĕ медицина центрĕсем таранччен - пире медицина пулăшăвĕн пахалăхне çулран-çул ỹстерсе пыма май парать".

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран).

Çак сăмахсем чăна тухнине Шăхачри фельдшерпа акушер пунктĕнче пулнă хыççăн тепĕр хут çирĕплетме май пулчĕ. Унăн заведующийĕ Г. Игнатьева кунта çĕнĕ çын мар. Медицина сферинче Галина Ивановна 30 çула яхăн ĕçлет. Вĕсенчен 16-шне çакăнта. Калаçу пуçламăшĕнчех фельшерицăна çынсен пурăнас кун-çулне малалла тăсас енĕпе мĕнле ĕçлени пирки каласа пама ыйтрăмăр. Диспансеризаци çине пысăк витĕм кỹнине палăртрĕ. Кирек хăш чирĕн пуçламăшне те çакăн чухне палăртма пулать-мĕн. Малтанласа çакна çынсем сивлеме те пăхнă. Халĕ йĕркене кĕнĕ. - Ĕçре пире Турхан врач офисĕн тухтăрĕ А. Кольцов кирлĕ сĕнỹсем нумай парса пулăшать. Волонтерсемпе ĕçлетпĕр. Медицина училищинче вĕренекен К. Камасова, шкулта вĕренекен Т. Тетина, дизайнер ăсталăхне алла илекен В. Волкова тата ыттисем те ỹркенмеççĕ. Ватăсене чир-чĕр ан парăнтартăр тесе тăрăшатпăр,- паллаштарать çамрăксен ырă пулăшăвĕпе Г. Игнатьева.

Кунне вуншар киле çитеймесен те чылайăшĕнпе курса калаçма ỹркенмест фельдшерица. Эрех-сăра, пирус туртни сывлăха чылай хавшатнине витĕмлĕ тĕслĕхсемпе каласа ĕнентерме тăрăшать. Çамрăксемпе вара наркомани темипе сăмах хускатать. Кальяна сивлемеллине ăнлантарать.

Юлашки вăхăтра çамрăксем яла юлнишĕн хĕпĕртет Г. Игнатьева. Çулталăка çитмен 5 ача ỹсет. Вĕсем патне кайсах тăмалла. 16 тыл ĕçченĕ, тăлăха юлнă 4 салтак арăмĕ, пĕр вăрçă инваличĕ пурăнать. Ватăсем те тимлĕх кĕтеççĕ. Килте сиплев илекенсем те пур. Теприсем патне ирпе каç укола çỹремелле тата ытти те.

Ялти сывлăх сыхлавçин уяв кунĕ те, кану кунĕ те çук. Кĕрлĕ-çурлă ачасем чирлесси те пулать. Шурă халатлисен канашĕ кирек кама та кирлĕ. Шăхачпа Кĕçĕн Чемен ялĕсене урлă та тăрăх миçе хутланине никам та шутласа кăлараймасть. Çавах ĕçĕпе кăмăллă фельдшерица. Яла юратнăран килнĕ-çке. Ульяновскинчи медицина училищинче вĕреннĕскерĕн хулана та юлма май пулнă. Маларах пĕр больницăри инфекци, каярахпа ача çураттаракан уйрăмсенче ĕçленĕ. Унти ĕçлĕ практики кулленхи пурнăçра кирлĕ пулчех.

- Ял пурнăçне ачаранах юратнă эпĕ. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче çуралса ỹснĕскер мăшăрăмпа пĕрлешнĕ хыççăн пăянама пĕччен хăварас килмерĕ. 9 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Унтанпа хамăрах çурт тытса пыратпăр. Ывăла авлантарса çемьеллĕ турăмăр. Хăйĕн кĕтесĕ. Мăнук ỹсет. Килте хĕрача çитĕнет,- тет Галина Ивановна. Хуçалăхра выльăх- чĕрлĕхĕ те йышлă. Çĕрпе те усă кураççĕ.

Пĕрле ĕçлекен Т. Кудряшова тирпей-илем тытса тăраканпа та кăмăллă фельшерица. Татьяна Федоровна вăр-вар пулнишĕн хĕпĕртет. Вырăнти фельдшерпа акушер пунктне врачсем килеççĕ-и е флюорографи тухма вăхăт çитнисене систермелле-и, пĕр-пĕр анализ пама каймалла-и - вăхăтра пĕлтерет.

Кирек епле пулсан та пурнăçа юратма сĕнет Г. Игнатьева, пурнăç вара кĕрешỹсĕр пулмасть. Сывлăхшăн та кашнийĕшĕнех тăрăшмалла.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика