Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ чун киленĕç парнелерĕ

12 февраля 2019 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах нарăс уйăхĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупу иртет. Кăçал та, февралĕн 9-мĕшĕнче, районти кашни ял тăрăхĕнчех спорта юратакансем йĕлтĕр сырчĕç. Патăрьел, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпỹрт поселенийĕсенче пурăнакансем Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта тупăшрĕç.

"Олимп" стадион кăнтăрла 12 сехет тĕлне районти организаци-предприятинче ĕçлекенсемпе, шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе, спорт ветеранĕсемпе, курма пынă ытти çынсемпе тулчĕ. Нумайăшĕ мероприятие çемйисемпе тухнă. Спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, район прокурорĕ Николай Осипов, "Паттăр" ФСКан директорĕ Алексей Краснов уçрĕç. Сывă пурнăç йĕркине юратакансене саламланă май пурне те чупура ăнăçусем сунчĕç.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2019" тупăшу VIP-чупуран пуçланчĕ. Малалла шкул ачисем 1, 2, 3 çухрăм чупса тупăшрĕç. Йĕлтĕр сырнисене вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем хавхалантарса пычĕç. Ăмăртакансене çанталăк та савăнтарчĕ, çуркуннехи пек хĕвел кунĕпех хăйĕн шевлисемпе ăшăтрĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене пурне те дипломпа, парнесемпе чысларĕç. Пурте асăнмалăх сăн ỹкерчĕксем турĕç, массăллă спорт уявĕнчен çĕкленỹллĕ кăмăлпа саланчĕç.

Н. НИКИТИНА

х х х Алманчă.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" вуншар çул ытла ĕнтĕ массăллă çак спорта килĕштерекенсене пĕрлештерет. Хĕллехи уявăн историйĕ мăнаçлă. Тĕрлĕ ăрури йĕлтĕрçĕсен çитĕнĕвĕсем курăмлă, ячĕсем мухтавлă. Çавăнпа "Йĕлтĕр йĕрĕ" çĕршывăн спорт пурнăçĕнче çулленех паллă пулăм пулса юлать.

Ял тăрăхĕнче йĕлтĕр йĕрĕ çине администраци, культура, "Василек" ача сачĕн, ял ĕçченĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăчĕç.

Чупăва хутшăнакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин, шкул директорĕн çумĕ В. Мышова, Красномайскинчи пуçламăш шкул-сад директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л. Хадарова саламларĕç.

100 ытла йĕлтĕрçĕ тăчĕ чупăва. Вĕсенчен чи кĕçĕнни 7 çулта, асли 69 çулта пулчĕ. Хăйсен дистанцийĕсене кашнийĕ тивĕçлĕ ярăнса тухрĕ.

Мала тухнисене ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

х х х

Нăрваш Шăхаль.

Çанталăк уяр та çуркунне евĕр хĕвеллĕ пулнăран йĕлтĕр йĕрĕ çине кăмăлтан тăма май пулчĕ. Уява хутшăнакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Н. Михайлова саламларĕ.

Çак кун шкул çумĕнчи "Раççей йĕлтĕр йĕрне" сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 200 ытла çын тăчĕ. Кашни чупу интереслĕ пулчĕ. Пĕринчен тепĕрне кăмăлтан пăхса савăнчĕç. Маттурсем, паллах мала тухрĕç.

х х х

Шăхач.

Чупăва хутшăнакансене ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н. Дунаева саламларĕ. Вăл спорт çыннăн паха енĕсене аталантарма пулăшнине палăртрĕ.

Йĕлтĕр йĕрĕ çинчисене куракансем хавхалантарса тăчĕç. Мала тухнисем грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕç. Шкул-сад столовăйĕнче ĕçлекенсем вара вĕри чейпе сăйларĕç.

х х х Ишлĕ.

Раççейĕпе иртекен йăлана кĕнĕ йĕлтĕр йĕрĕн ăмăртăвне ял тăрăхĕнче хастар хутшăнчĕç.

Çак кун чупăва шкул ачисем, тĕрлĕ професси çынни явăçрĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем хушăнсах пыни савăнтарчĕ те. Кашни ỹсĕм çулне кура дистанци палăртнă.

Мероприятие ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Юркина уçрĕ. Ун хыççăн шкул директорĕ С. Едифанова саламларĕ.

Йĕлтĕрпе ярăнни кашнинех хавхалану кỹчĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика