13 февраля 2019 г.
Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче çичĕ регионта аналоглă телекурава сỹнтерме пуçларĕç. Вĕсем - Магадан, Пенза, Рязань, Тула, Ульяновск, Ярославль облаçĕсем тата Чечня Республики - ку ĕçе пурнăçлама туллин хатĕрленнĕ. Çакăн пирки РФ цифра аталанăвĕн министрĕн çумĕ Алексей Волин пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре федераци телеканалĕсен аналоглă "сигналне" кăçалхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче сỹнтерме пуçлаççĕ. Çапла вара регионта пурăнакансем цифрăллă телекурава - федерацин 20 каналне - тỹлевсĕрех пăхма пултараççĕ.
Аналоглă телекуравран цифрăлли çине куçни - граждансемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйту. Чăваш Енре пурăнакансен çак тĕллевпе ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен ятарлă оборудовани туянса ĕлкĕрмелле. "Цифрăллă телекурав валли кирлĕ оборудовани хакĕсен мониторингĕ партин "Халăх тĕрĕслевĕ" проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрĕ", - тенĕ "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов партин кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ конференцийĕнче.
Нарăс уйăхĕнче иртекен тĕрĕслевĕн тĕллевĕ - цифрăллă телекурав валли кирлĕ приставкăсен хакне сăлтавсăрах пысăклатнă тĕслĕхсене тупса палăртасси. Çакă тĕрĕслевпе надзор органĕсене явăçтарма май парать (лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарас тĕллевпе кирлĕ мерăсене йышăнас тесе). Палăртса хăвармалла: "Халăх тĕрĕслевĕ" проекта граждансене таварсемпе пулăшу ĕçĕсен пахалăхне тĕрĕслессипе çыхăннă сферăри пĕлỹлĕхне ỹстерес тесе пурнăçа кĕртеççĕ.
А. ИЛЬИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)