27 ноября 2018 г.
ЫРĂ ĕç тăвакансен çулталăкĕ вĕçлениччен пĕр уйăх ытларах çеç юлчĕ. Çак сăлтавпа 2018 çулта ял тăрăхĕсенче "Ырă тума васкăр" девизпа сахал мар пархатарлă ĕç пурнăçларĕç. Ку тĕлĕшпе шăхачсем те айккинче юлмарĕç, сăвапшăн сăмахсăрах алă тăсрĕç. Нумай пулмасть ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн пуçарăвĕпе ялти масар çуртне тĕпрен çĕнетнĕ. Тахçанах лартнăскер, вăл самай кивелнĕ, çĕрĕшнĕ. Галина Разинăпа Ирина Моисеева депутатсен хастарлăхĕпе тата халăх пулăшăвĕпе ăна çĕнетнĕ. Ĕлĕкхи ниме меслечĕпе вĕр çĕнĕ çурт лартса хунă. Пуçаруçăсем кунпа çеç лăпланман. Масара кĕрекен пысăк хапхана та чылай ялти евĕр тимĕртен эрешленипе улăштарнă. Ку ĕçре Николай Узюкин пуçаруçăпа Юрий Фадеев сварщике ырă ĕçшĕн уйрăмах тав тумалла.
Халăх сурсан кỹлĕ çеç мар, çул та пулать. Ял çыннисем кар тăнипех Сосновая, Советская, Заречная, Солнечная урамсенчи çулсене тикĕслесе вак кирпĕч сарнă. Пархатарлă ĕçе пурте кăмăлтан хутшăннă: пĕрисем техникăпа, теприсем ĕçлесе пулăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)