Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрлар-и юррине, Ай, ташлар-и ташшине

26 октября 2018 г.

"Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса, аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчери ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетсе, чĕртсе яма шанчăк тупать",_ çапла хак панă педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Геннадий Волков хамăр халăхăмăрăн йăли-йĕркине ламран-лама куçарса пыма сĕнсе.

Чăнах та чăваш халăхĕн аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Пирĕн йăхташăмăрсем ĕмĕр-ĕмĕр тĕрлĕ халăхпа килĕштерсе ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, тыр-пул акса, хăмла, улма-çырла тата ыттине те çитĕнтерсе, çав вăхăтрах ăруран-ăрăва куçакан йăла-йĕркене пăхăнса пурăннă. Пытарма кирлĕ мар, несĕлсем - мăн асаттесемпе асаннесем - пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри-ташши тата ытти те кĕреççĕ. Акă, сăмахран, ял çынни кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн яланах чỹклеме тунă. Кĕлете кĕнĕ çĕнĕ тырă салатĕнчен сăра вĕретнĕ, çак ятпа хăна-вĕрле пуçтарнă, пĕрле савăннă. Шел пулин те, паянхи кун çакнашкал ырă йăла-йĕркене сцена çинчен те сайра-хутра çеç курма пулать. Паянхи çамрăксемшĕн вара асанне "çỹпçинчи" илемлĕ эрешсемлĕ тумсене тата хамăрăн культурăна кăтартни кирлех.

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи культура министерствин "Трактор тăвакансен культура çурчĕ" республикăри халăх творчествин центрĕ" автономии учрежденийĕ Комсомольскинчи централизациленĕ клуб системипе пĕрле çак районти Тукай этнокультура паркĕнче анатри чăвашсен "Ĕмĕрсен эрешĕсем" регионсем хушшинчи фестивальне йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ шăпах анатри чăвашсен фольклорпа этнографи культурине упрасси, ăна халăх хушшинче сарасси, çавăн пекех Чăваш Республикинче пурăнакан ытти халăхсен наци йăли-йĕркине аталантарасси, пултаруллă коллективсене, уйрăм талантсене тупса палăртасси.

"Кĕр сăри" ятпа иртнĕ гала-концерт питĕ пуян тата тулли содержаниллĕ иртнĕ. Унта Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсенчи сцена ăстисем, Канаш хулинчи, çавăн пекех Чĕмпĕр, Самар, Тюмень, Пенза, Оренбург облаçĕсенчен килнĕ, Тутар тата Пушкăрт республикисенчен хапăл тунă тулаш чăвашсен творчество ушкăнĕсем те хутшăннă.

Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан, çав вăхăтрах республикăри анатри чăвашсен фестивалĕнче кашни коллектив хăйсем пурăнакан вырăнти халăхăн культурипе йăли-йĕркине, юрри-ташшине кăтартса панă. Кашнийĕн тĕрлĕрен çи-пуç, тумтир, эрешĕсем... Анатри чăвашсен фестивалĕнче Юхмапа Пăла чысне Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" фольклор ушкăнĕ чыслăн хỹтĕленĕ, юлашки тура хутшăнма тивĕçсе çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Пăлапуç Пашьелсем фестивале хатĕрленсе чăвашсем пурăнакан çурта сăнлакан илемлĕ те хăтлă кĕтес, ĕçми-çимине, юр-варне хак паракан сĕтел хатĕрленĕ, Зот Степанов ăста купăсçă ертсе пынипе вырăнти халăхăн авалхи юррисене, ташшисене кăтартнă. Сăмах май каласан, фольклор ушкăннне çỹрекен артистсем ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем. Апла пулин те вĕсем пурте хăйсен чун киленĕçне, пурнăç хавхаланăвне юрă-ташăра кураççĕ. Çавăн пекех Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи "Чемен" фольклор коллективĕ те фестиваль лауреачĕ пулса таврăннă.

Вулакана пĕлме

Çак кунсенчех Шупашкарта халăхсен Туслăхĕн çурчĕ йĕркеленипе тĕрлĕ наци халăхĕн модине, дизайнне, алă ăсталăхне кăтартас тĕллевпе "Чувашия многоликая - 2018" виççĕмĕш фестиваль иртнĕ. Унта республикăри паллă ỹнерçĕ-модельерсем, алă ăстисен маçтăрĕсемпе пĕрлех фольклор ушкăнĕсем те хутшăннă. Пирĕн районти "Çăлкуç" тата "Умарина" халăх фольклор коллективĕсем те çак фестивале илем кỹнĕ.

Хаклав

Е. ИВАНОВА, Пăлапуç Пашьелĕнчи клуб заведующийĕ:

_ Каçал тăрăхĕнче "Кĕр сăри" ячĕпе пуçтарнă фестиваль питĕ килĕшрĕ. Кунта хутшăннă кашни коллектив чăвашсен аваллăхне, туслăхне кăтартакан номерсем хатĕрленĕ, "çурт-йĕрне" те аван ăсталанă. Кунтах кỹршĕ районсенчи фольклор ушкăнĕн коллективĕсемпе, аякри тăвансемпе çывăх паллашма, вĕсен ĕç опычĕпе, пурнăçĕпе кăсăкланма, тин çеç вĕретнĕ чăвашсен кăпăклă кĕр сăрине тутанма та май пулчĕ. Пысăк хавхаланупа таврăнтăмăр эпир фестивальтен.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика