30 марта 2018 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăваш, вырăс, тутар халăхĕпе юнашарах хăйсен наци туйăмне ламран-лама куçарса пыма тăрăшакан ирçесем те пурăнаççĕ. Вĕсен пысăк пайĕ Шăхач ялĕнче тĕпленнĕ. Анчах çакна та палăртса хăвармалла: хальхи вăхăтра ирçесем Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра, Шăмăршă районĕнчи Ирçе Тĕккинче, Палтиелĕнче, Шамкайра, Ярăславра, Шăмăршăра, çавăн пекех хамăр районти Пăлапуç Нурăсĕнче те пурăнаççĕ.
Кашни халăхăн хăйĕн хавалĕ, йăли-мешехи... Ирçесемпе чăвашсем тымар янă Шăхач ялĕнчи урамсенче уявсенче ытларах чăвашла шăрантарни ян! та ян! таврана саланать. Юнашарах ирçесем хăйсен юррисене мăнаçлăн тăсни вара пысăках мар ял интернационалла "çемьене" пĕрлештерсе тăнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Урам тенĕрен, Шăхачра вĕсем питĕ вакă. Тĕрĕссипе вара ирçесем çак ялта та мар, ун çумĕнчи Тури Сĕнтĕр (Ирçе Сĕнтĕр те тесе каланă, вырăсла - Верхнее Тюнзюрово) ялĕнче пурăннă-мĕн. Сăмах май, унпа юнашарах Анат Сĕнтĕр те пулнă. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчен куçса килсе тĕпленнĕ иккен. Халĕ Шăхачра пурăнакан ирçесенчен хăйсен мăн аслашшĕсен йăх-несĕлĕсем Мордва Республикинчен е хамăр районти Пăлапуç Нурăсĕнчен тата Турхантан тухнă текенсем те пур. 1955 çулта Тури тата Анат Сĕнтĕрсене администраци территори шутĕнчен кăларнă. Малалла чăваш, вырăс, ирçе пурте пĕрлешсе Шăхач халăхĕ пулса тăнă. Çавăн хыççăн вăрман çывăхĕнчи ялта тымар янă тĕрлĕ наци çыннисене пысăк çул та, аслă уй та, вăрăм кĕпер те уйăрайман. Паян вĕсем уйрăлми туссем, çывăх тăвансем пулса кайнă.
Хурăн çулçи çурăлсан, килет Шăхач илемĕ...
Пилĕк-ултă çул каялла çеç çак ялта ирçе чĕлхипе хутшăнма пултаракан 23 çын пурăнатчĕ. Паян вара чăн-чăн наци туйăмлă хастарсем çуррине яхăн çеç юлнă. Иртнĕ çулсенче çеç вулаканăмăр лайăх ас тăвакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ З. Гугушкина, пысăк алă ăсти Е. Селиверстов (иккĕшĕ те "Умарина" ансамбль хастарĕсем) ĕмĕрлĕх тĕнчене куçрĕç. Вăхăтĕнче вĕсем наци культурине аталантарас, хăй халăхĕн йăли-йĕркине упрас, çитĕнекен çамрăк ăру валли пархатарлă йĕр хăварас тĕллевпе чăнласах та чылай ĕç тунă.
Вăрçăра юлашки салтак вăрçă хирĕнчен тухсан çеç хирĕçтăру, çапăçу вĕçленнĕ тесе шутланать. Ялта тĕп ирçесем сайралса пыраççĕ пулин те, хальлĕхе ял хавалĕ чакни, наци йăли-йĕрки çухални сисĕнмест-ха. Çакă савăнтарать те. Вĕсенчен пĕри вăл - çветуй Троица кунĕнчи Хурăн уявĕ. Шăхачри ирçесем паянхи кун та хăйсен шăпине, малашлăхне унпа çыхăнтараççĕ. Вĕсем ăна ятарласа вăрмана касма каяççĕ, капăрлатаççĕ, ирçепе чăвашĕ, вырăсĕ хирĕç тăрса купăспа юрă шăрантараççĕ... Кайран вара тураттисене сайратаççĕ те шыва пăрахаççĕ-мĕн. Çаратнă йывăç путать е путмасть? Ĕмĕтленни, шухăшлани çакăнтан килнĕ иккен... Ырă йăла паянхи кун та упранать.
Хаклав
Н. ДУНАЕВА, Шăхач ял тăрăхĕн специалисчĕ:
"Хурăн çулçи çурăлсан чăнах та юрăри пекех пирĕн ял илемĕ килет. Эпир ăна чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Ватти-вĕтти хутшăнма тăрăшатпăр "Березкăна" (халăхра çапла калаççĕ). Ырă йăла манăçа тухманнишĕн савăнатпăр. Ăна малалла та тăсса пырасчĕ".
Тунсăха юрă сирет, пурне те хаваслăх кỹрет
Нумай пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче "Çĕнĕ Шупашкар - халăхсен тата культурăсен пĕрлĕхĕн хули" фестивальте пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи интернационалла "Умарина" халăх фольклор ушкăнĕ те хастар хутшăнни пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ . Сăмах май каласан, фестивальте пысăк хастарлăх кăтартнăшăн, наци культурипе йăли-йĕркине тытса пынăшăн фольклор ансамблĕн ертỹçине Николай Стефейкина тата ял тăрăхĕн пуçлăхне Иван Васильева хула администрацийĕн Тав çырăвне те парса чыс тунă.
Ирçесем вуншар çул каялла тымар янă ялта хăйсен ансамбльне 1991 çултах йĕркелесе янă. Творчество пултарулăхĕпе ăсталăхне, культура пуянлăхне ỹстерсе пынине кура ăна 2013 çулта "халăх ансамблĕ" хисеплĕ ят панă. Паян сцена çине тухакан артистсем хушшинче ирçесем çеç мар, чăваш, вырăс юрăçисем те пур. 14-15 çынлă ушкăнра А. Метлова чи асли. Саккăрмĕш теçеткене пуснă вăл. С. Вашуркина, Г. Таканова, Г. Мылова, М. Волкова уçă саслă солисткăсене кирек ăçта концертпа кайсан та ăшшăн йышăнаççĕ. Туслă коллектив тунсăха юрă-ташăпа сирме хăнăхса çитнĕ. Пирĕн "Умарина" ансамбль район çыннисемшĕн çеç мар, Мускав хулинче, Оренбург облаçĕнче, Тутар Республикинче тата ытти çĕрте те хисеплĕ хăнасем пулни савăнтарать. Çакă чăн малтанах çур ĕмĕре яхăн культура "вучахĕнче" тăрăшакан Николай Петровичăн пысăк тивлечĕ тесе хаклас килет.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)