Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Умарина" фольклор ушкăнĕ Çĕнĕ Шупашкарти фестивале хутшăннă

06 февраля 2018 г.

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче "Çĕнĕ Шупашкар - халăхсен тата культурăсен пĕрлĕхĕн хули" фестиваль иртнĕ. Анлă мероприятие пирĕн районти Шăхачри "Умарина" фольклор ушкăнĕ те хутшăннă. Фестивальте кулинари, алă ĕçĕсен куравĕсене те йĕркеленĕ. Пухăннисем фойере вырăс халăх тумĕсен выставкипе те хапăлласах паллашнă. Уява пухăннисене ЧР сывлăх министрĕ В. Вик- торов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В. Рафинов, С. Михеев, Ю. Зорин, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн председателĕ А. Федорова, союзăн Ыр кăмăллăх фончĕн попечительсен Канашĕн председателĕ Л. Игнатьева, Çĕнĕ Шупашкар хулин тата администрацийĕн пуçлăхĕсем О. Матвеевпа О.Чепрасова саламланă.

Фестивальте пысăк хастарлăх кăтартнăшăн, наци культурипе йăли-йĕркине тытса пынăшăн "Умарина" фольклор ансамблĕн ертỹçине Николай Стефейкина тата Шăхач ял тăрăх пуçлăхне Иван Васильева хула администрацийĕн Тав çырăвне парса чыс тунă. Сăмах май каласан, асăннă ансамбль пĕлтĕр Чĕмпĕрте, Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче иртнĕ фестивальсенче те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика