Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшỹпе юрату пулччăр яланах

10 января 2018 г.

Çур ĕмĕре яхăн е унтан ытларах пĕр-пĕринпе шăкăлтатса пурăнакан мăшăрсене тĕнчере телейлех тесе калас килет. Ачисен çитĕнĕвĕсемпе, мăнукĕсен ăшшипе, кĕçĕн мăнукĕсемпе киленсе пурăнаççĕ вĕсем. Çак туйăмсем районти Мăшăрлану керменĕн- че 2017 çулхи декабрь вĕçĕнче чысланă Шăхачри 60 çул пĕрле пурăнакан Леонид Прокопьевичпа Нина Васильевна Мыловсенче, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланса 55 çул пурăнакан Василий Тимофеевичпа Олимпиада Николаевна Мулюковсенче, Шăнкăртамри юнашар çур ĕмĕр кун-кунлакан Минсеит Миназетдиновичпа Гельбиас Аляметдиновна Абдрахмановсенче, 45 çул алран-ал тытăнса утакан Дамир Минулловичпа Эльфинур Некиповна Негмятулловсенче палăрчĕçех.

Вĕсенчен çамрăксен тĕслĕх илмелĕх пурах. Пурте тăрăшуллă, ĕçпе палăрнăскерсем. Ял çинче хисеплĕ çемьесем. Çаксене палăртрĕç мăшăрсене саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктурăпа аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Шăхач ял тăрăх пуçлăхĕ И. Васильев, Çĕнĕ Ахпỹрт, Шăнкăртам ял тăрăхĕсен представителĕсем Е. Ира- кина, Д. Тазюков, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, юбилярсен ачисем, çывăх тăванĕсем.

Л. Мылов 12 çулта чухнех ĕçе пуçăннă. Шăхачри йывăç япаласен комбинатĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă. Нина Васильевна "Мир" хуçалăхра ĕçленĕ. Вĕсем 5 ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Халĕ кĕçĕннипе - Эдуард çемйипе - пурăнаççĕ. 13 мăнукĕпе, 12 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.

В. Мулюков чылай çул Çĕнĕ Ахпỹртри ветеринари пунктчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Выльăх- чĕрлĕхе усал чир-чĕр çулăхасран профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пынă. Олимпиада Николаевна та кунтах ĕçленĕ. Хуçалăхра счетоводра, весовщикра та тăрăшнă. Халĕ ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.

М. Абдрахманов хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне шкулта пуçламăш классене вĕрентессинчен пуçăннă. Аслă пĕлỹ илсен аслисене черченипе географи вĕрентнĕ. Мăшăрĕ вара каменщик пулнă. Районти тĕп больница çуртне купаланине паянхи пекех астăвать. Каярахпа хăй те çакăнта санитаркăра ĕçленĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Фенис çемйипе ашшĕпе амăшĕ килĕштерсе пурăнаççĕ.

Негмятулловсем икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Эльфинур 40 çул ытла Патăрьел автостанцийĕнче диспетчерта ĕçленĕ. "Автомобиль транспорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Дамир Минуллович чылай çул ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшнă. Суйлав комиссийĕн хастар членĕ те пулнă. Ăна тăванĕсемпе мăнукĕсем чыславпа пĕрлех çуралнă кунĕпе те ăшшăн саламларĕç. Хĕрĕ савăк юрă шăрантарчĕ. Мăшăрăн 7 мăнукпа кĕçĕн мăнукĕ пур.

Юбилярсене ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина ăшшăн саламларĕ. Шăхачри "Умарина" ансамбль чуна пырса тивекен юрăсем шăратрĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика