17 ноября 2017 г.
2017 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре те "112" номерпе оперативлă служба системи ĕçлеме пикенчĕ. Тĕрлĕрен йывăр лару-тăрура васкавлă пулăшу пама пултаракан служба пирки кĕскен каласа пама район администрацийĕн социаллă программăсен сектор заведующинчен Г. Н. Каллинран ыйтрăмăр:
- Раççейĕпе пĕр номерпе ĕçлекен оперативлă служба системи халăхăн пурнăçĕпе тата сывлăхĕпе çыхăннă йывăрлăхсене çĕнтерме, парăнтарма кирлĕ. Çак сăлтавпа йĕркеленĕ те ăна. Вăл шута кĕтмен аварисемпе пушарсем, обществăлла йĕркелĕхе сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем, ытти чрезвычайлă лару-тăрури пăтăрмахсем кĕреççĕ. Çавăн пекех çĕнĕ система муниципаллă пĕрлĕхсенче пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине (ЕДДС) информаципе тивĕçтерме те кирлĕ.
Хăçан тата мĕнле сăлтавпа çынсен çак номерпе шăнкăравлама юрать-ха? Чăн малтанах эсир пур енлĕ васкавлă пулăшу пама кирлĕ событие хăвăр куçăрпа курса ĕненсен. Ун пек чухне инкекре çынсене пулăшма медиксем те, пушарнăйсем те, полици сотрудникĕсем те, газ службисем тата ыттисем те васкавлăн пыраççĕ.
Çакна та манса каймалла мар: "112" номерсĕр пуçне унчченхиллех васкавлă службăсене 01, 02, 03, 04 номерсемпе стационарлă телефонсенчен, 101, 102, 103, 104 номерсемпе кĕсье телефонĕнчен те шăнкăравлама пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)