Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакăн атти тарлă, çапах ячĕ мухтавлă

21 марта 2017 г.

Вăрçă ачисем пурнăçри чи йывăр самантсене чĕре витĕр кăларнă çынсем тесе хаклас килет. Манăн ачалăхăм та тăван çĕршывшăн синкерлĕ пулнă тапхăрпа тỹр килчĕ. Аттене вăрçă пуçлансан тепĕр уйăхранах салтака кайма ят тухнă. Аннемĕр сакăр уйăхри ачапа пĕччен тăрса юлнă. Çавăнпа та манăн ура çине те çамрăклах ĕне пуснă темелле. Пурнăçри йывăрлăхсем тепĕр чухне паян та куç умĕнче пĕрин хыççăн тепри черетленеççĕ. Вун иккĕре чухнех аслисемпе тан ĕçе кỹлĕнме тиврĕ. Тепĕр икĕ çултан вара ревматизм чирĕ аптăратма пуçларĕ. Ĕçлейми çеç мар, пĕр вăхăт утайми те пулса лартăм. Арçын ача чунĕпе салтака юрăхсăр пулатăп тесе мĕн чухлĕ кулянман-ши? Мухтав Турра, ăна парăнтарма пулăшнăшăн.

1959 çулхи кĕркунне, октябрĕн 10-мĕшĕнче, эпир районтан харăсах вăтăр каччă Совет Союзĕн чиккине сыхлама тухса кайрăмăр. Салтакри туссем паян та пурте асрах. Вĕсем Аслă Чементен те, Тури Чакăран та, Пăлапуç Пашьелĕнчен те, Сителтен те, Еншикрен те, Пикшикрен тата ытти ялсесенчен те пурччĕ. Шел, паян çак пысăк ушкăнтан ултă пограничник çеç пурăнать. Ыттисем ĕмĕрлĕх тĕнчене куçрĕç.

Паян пурăнакан чикĕ хуралçисем те ман пекех саккăрмĕш теçеткене çывхарса пыраççĕ. Апла пулсан та эпир районта темиçе çул каялла йĕркеленнĕ "Пограничное братство" обществăпа (ертỹçи Н. Раськин) тачă çыхăнса пурăнатпăр темелле. Чикĕ хуралĕнче службăра пулнисем пĕр чăмăра пĕрлешсе кар тăнишĕн савăнатăп çеç. Уявсенче те, Пограничниксен кунĕн-че те ветерансен кăмăлне тупма, пире саламлама май тупаççĕ. Ĕнерхи салтака чыс та хисеп туни паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Патăрьелĕнчи кану паркĕнче чикĕ хуралçисен ячĕпе палăк лартни те пирĕн мăнаçлăх. Халĕ, акă, районти мĕн пур пограничниксен службăри хастарлăхĕпе паттăрлăхĕ пирки асăнмалăх кĕнеке кăларма тĕллев тытни те савăнтарать. Пограничник тăванăрпа, çывăх çыннăрпа çыхăннă материалсене, сăн ỹкерчĕкĕсене Патăрьелĕнчи Россельхозбанкра тăрăшакан Анатолий Быков хастар пуçтарать. Чикĕ хуралçисен истори страницине çырăнса юлас тесен шăпах унпа çыхăнмалла.

В. ШАЙДУКОВ, пограничник-ветеран. Шăхач ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика