Сигачинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте _ пирĕншĕн тĕслĕх

07 октября 2016 г.

Владимир Васильевич тесе чĕнеççĕ аттене. Вăл Шăхач ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Çемьере виççĕмĕш пулнă. Туслă кил-çуртра вĕренме те, ĕçе хăнăхма та, пурăнма та кăмăллă ĕнтĕ. Çавăнпах манăн атте ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратнă, ашшĕ-амăшне пулăшма явăçнă. Сакăр класс хыççăнах фермăна ĕçлеме кайнă. 18 тултарсан çар ретне тăнă. Конституци тивĕçне пурнăçласан каллех тăван колхоза утнă. Тăрăшса, выльăхсене юратса пăхнă. Чылай мухтав хутне тивĕçнĕ. Ун ячĕпе ĕç мухтавĕн ялавне пĕр хутчен мар çĕкленĕ.

Çамрăк дояр 24 çулта мăшăрланнă. Анчах пурнăç урапи пĕр тикĕс чупмасть çав. Колхозсем саланма пуçласан атте Шăхачри йывăçран япаласем туса кăларакан комбината ĕçлеме куçнă. Самана таппи кунта та йывăрлăх кăларса тăратнă. Çамрăк çемье алă усса ларма шутламан. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕллев лартнă. Унтанпа 20 çул та иртрĕ. 2006 çулта аттене районтан Шупашкара выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен выставкине янă. Унтан чыспа таврăннă.

Ĕçĕ çăмăл мар, паллах унăн. Выльăх-чĕрлĕхе куллен пăхмалла. Канмалли кун çук. Аттене ĕçчен те матур пулнăшăн юрататăп тата хисеплетĕп.

А. МАКАРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район д.Сигачи ул Победы 2
Телефон: 8(83532) 69-6-36
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика